Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисен çуртне пулăшнă

29 апреля 2004 г.

Санарпуçĕнчи ваттисен çуртне туса лартнăранпа темиçе теçетке çул та иртрĕ. Малтанах унта ача сачĕ пулнă.  Вăхăт иртнĕ май çурт тăрри хавшама пуçланă. Юсамасан шухă çил ун тăррине витнĕ хĕçтимĕре сÿсе-аркатса хăварас хăрушлăх та тухса тăма пултарнă. Пирĕн çĕршывра халлĕхе социаллă хÿтлĕх объекчĕсене юсаса-йĕркелесе тăма укçа çитсе пымасть. Анчах та тĕнче ырă çынсăр мар. “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” акционер обществи çурт тăррине тÿлевсĕрех йĕркене кĕртме пулăшнă. Хĕçтимĕре çирĕплетсе лартнă çĕрте автовышкăпа ĕçлекен В.Гаврилов тата В.Тимофеевпа А.Васильев слесарьсем маттур пулнă. Иртнĕ эрнекун вара ваттисен çуртĕнче пурăнакансене Калининăри психоневрологи интернатĕнчи юрă-ташă ăстисем паха концертпа савăнтарнă. Ваттисен çурчĕн директорĕ Л.Пальмова кунта пурăнакансен ячĕпе хутăш препаратсен завочĕн тата психоневрологи интерначĕн коллективĕсене хăйсемшĕн çакăн пек тăрăшнăшăн чĕререн тав тăвать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика