Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун виçĕ килограмм ытларах

21 апреля 2004 г.

“Хорнзор” ял хуçалăх производство кооперативĕ пĕлтĕр кашни ĕнерен сĕт сăвассипе районта иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Хуçалăхри ферма ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе кăçал та ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ. Пĕрремĕш кварталта сăвăм 878 килогрампа танлашнă. Ку каллех районта иккĕмĕш кăтарту. Халĕ хурăнсур-çармăссем кашни ĕнерен куллен 13,5 килограмм сĕт сăваççĕ. Дояркăсенчен Светлана Григорьевапа Нина Петрова малта пыраççĕ. Валентина Васильевапа Сергей Иванов пăру пăхакансем те маттур. Вĕсен ушкăнĕнчи самăртакан выльăхсемпе пушмак пăрусем хăвăрт ÿт хушаççĕ.

Хуçалăхра çурхи меллĕ самантпа усă курса сĕт сăвассине татах ÿстерме палăртаççĕ. Иртнĕ кĕркунне хурăнсур-çармăссем 100 гектар çине ыраш акса хăварнă. Калча çитĕнсе çитсен 10 гектарне сăвакан ĕнесене çитерме ешĕл конвеер валли уйăраççĕ. Çавăн пекех ĕнесем валли нумай çул ÿсекен курăксем 40 гектар пулаççĕ, ятарласа пĕр çул ÿсекен курăксем акса çитĕнтереççĕ.

Сĕт нумай сăвасси, паллах, ытларах выльăхсене мĕнле тăрантарнинчен килет. Хурăнсур-çармăссем ĕнесене тулăх рационпа усраççĕ. Уй-хир ĕçченĕсемпе строительсем çулсем пăсăличчен уйри апата ферма çывăхне турттарса хунă. Вăл выльăхсене ешĕл конвеер çине куçаричченех тулăх тăрантарса усрама çитет. Анчах сĕт нумай сăвасси çакăнтан кăна килмест. Продукци ытларах илес тесен ĕнесене вăхăтра апат çитермелле, вăхăтра сумалла. Сĕт-çу ферминче кун йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика