Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă ĕçченсем ăмăртрĕç

21 апреля 2004 г.

Кашни çулах планпа йышăннă тăрăх, яваплă та сăваплă ĕçре чи пултаруллисене палăртас тĕллевпе социаллă ĕçченсем хушшинче “Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи” смотр-конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ. Ватă çынсене пур енлĕн пулăшасси - обществăн çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри, çакна социаллă сферăра тимлекен кашни ĕçченех тĕпе хурать. Çын хуйхине, нушине ăнланма пултарни, пулăшу пама пĕлни вара унăн чи пахалăхлă енĕ.

Смотр-конкурс соцработниксен сăваплă ĕçĕпе çывăхрах паллашма май пачĕ. Вăл Çавалкасри ваттисен çуртĕнче иртрĕ. Унта ватăсен пурнăçĕсемшĕн яваплă пилĕк соцĕçчен тупăшрĕ: Нина Афанасьева (Санарпуçри ватăсен çурчĕ), Олеся Кириллова (Çавалкасри ватăсен çурчĕ), Людмила Волкова (Анаткас Хапăс), Елена Егорова (Вăрнар), Ирина Наумова (Туçи Çармăс).

“Чи лайăх социаллă ĕçчен” ята çĕнсе илессишĕн конкурсантсем салам сăмаххисем калас, билетсем туртса хăйсен ĕçĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравлас, кулинарири, ал ĕç ăсталăхне кăтартас, юрлас-ташлас енĕпе ăмăртрĕç. Тăхтавсем вăхăтĕнче вĕсене Пăваялĕнчи художество пултарулăх коллективĕ юрă-кĕвĕпе саламларĕ.

Жюри членĕсем конкурса пĕтĕмлетни чи хумхануллă самант пулчĕ. Кăçал “2004 çулхи социаллă ĕçчен” тата Нина Михайловна Афанасьева çĕнсе илчĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç.

Смотр-конкурса пĕтĕмлетсе юлашкинчен район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Г.Н.Никитин сăмах илчĕ, социаллă пулăшу парасси мĕнле шайра пулса пынипе умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика