Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступлени тăвассине хирĕç ял пуçлăхĕсен те тимлемелле

10 апреля 2004 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче преступленисем тăвассине хирĕç районта мĕнле кĕрешни çинчен ыйту пăхса тухрĕç.

- Тĕрĕссипе каласан, ку ĕç пĕтĕмпех милици çине çеç тиеннĕ. Вырăнта тимлемеççĕ Тесен те йăнăш мар, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев.

Йĕркене пăсасси ытларах ĕçкĕпе иртĕхнинчен килнине палăртрĕ вăл. Вăрнарта вара каçхине урамсенче çутă çунманнипе усă курса преступниксем хăйсене ирĕклĕн туяççĕ. Хуçалăхсенче объектсене хуралламанни те вырăнти ÿрĕк-сÿрĕклĕх çинчен калать.

- Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем халăхпа кăна мар, право органĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлемеççĕ, палăртрĕ район прокурорĕ Юрий Вахтеркин çум докладпа тухса калаçса.

Йĕркене пăсма пултаракансене тупса палăртса шкулта, çемьере тимлемелле. Профилактикăллă мерăсем йышăнни лайăхраххине никама та ăнлантарма кирлĕ мар ĕнтĕ. Депутатсем ку тĕлĕшпе сĕнÿсем чылай пачĕç. В.Александров, акă, шкул ачисен, çула çитменнисен пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме спорта ытларах явăçтарма, кружоксемпе секцисем, клубсем уçма сĕнчĕ. Çĕрпел ял администрацийĕнчи опытпа М.Горбунов пуçлăх паллаштарчĕ. Кунта çемьесемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Депутатсем пăхса тухнă ыйтупа тивĕçлĕ решени йышăнаççĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин ертсе пычĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика