Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанăç кÿрет савăнăç

10 апреля 2004 г.

Уйсем кунсерен, сехетсерен  лаптăкăн-лаптăкăн хура тум тăхăнма пуçларĕç. Хирти çырма-çатрасенче çурхи шыв юхса аннипе Мăн Çавал та ейĕве тухрĕ.

МТС «Яуши» ялхуçалăх кооперативĕн ертÿçипе Станислав Михайлович  Ивановпа  иксĕмĕр  тин çеç хĕл ыйхинчен вăраннă  тавралăха сăнаса  малалла утатпăр.

- Кăçалхипе  15-мĕш хут  çуракине кĕтсе илетĕп,- терĕ вăл.- Малтан агрономра ĕçленĕччĕ,  халĕ - пуçлăхра.  Çавăнпа унчченхи  пекех канăçсăрланатăп.

Хуçалăхра «çулталăк тăрантаракан çурхи куна»  пур енлĕн хатĕрленипе  кĕтсе илмелле пултăр тесе сахал мар тимленĕ.

- Вăрлăхсем çителĕклĕ,  вĕсем ака стандартне  лараççĕ,- хыпарлама васкарĕ пуçлăх.- пурĕ 1.000 гектар çине çурхи культурăсем акса хăвармалла. Çĕрулмие 100 гектар çине лартма палăртатпăр.  Нумай çул ÿсекен курăксене 620 гектар, кăшмана 60 гектар çитĕнтеретпĕр.

- Техника çителĕклĕ-и;

- Акана гусеницăллă 11,  кустăрмаллă 15 трактор хутшăнать. Тĕпрен илсен, вĕсем юсавлă. Кăкарса ĕçлемелли техникăна кĕркуннех хатĕррисен ретне  лартнă.

Явăшсем минераллă удобренисем хатĕрлессипе те  кăçал тимлĕрех ĕçлеççĕ.  Вĕсене 130 тонна туянса хунă та ĕнтĕ.  Ака-суха ĕçĕсене ирттерме 45 тонна топливо,  20 тонна бензин кирлĕ пулать.

Çураки умĕнхи тапхăрта  С.Иванов ертÿçĕн  татса паман ыйтусем нумай. Апла пулин те Станислав Михайлович  пуçне усмасть.

- Çураки ирттересси нихăш çул та  çăмăл килмен.  Пирĕн механизаторсем, йывăрлăхсене чăтма хăнăхнăскерсем,  кăçалхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă ирттерме  сăмах пачĕç. Çакă хамăн кăмăла та çĕклерĕ,  тырпула вăхăтра тата тирпейлĕ акса-лартса хăварас шанăç çуратрĕ,-  терĕ С.Иванов.

Мĕнех калăн,  шанăç яланах савăнăç кÿрет, ăнăçу сĕнет,  телей парнелет. Явăшсем яланах хастар пулаканччĕ. Пĕтĕм халăх кар тăрсан, пĕр шухăшлă пулсан  шанăçĕ тÿрре те тухĕ.  Пучахĕсем тулли,  çимĕçĕсем  йăтайми пулччăр!

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика