Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Астăвăм” кĕнекере - Вăрнар ветеранĕсем

10 апреля 2004 г.

Эрнекун район администрацийĕн залĕнче республикăра “Астăвăм” кĕнекен иккĕмĕш пайĕ пичетленсе тухнă ятпа презентаци иртрĕ. Район Пухăвĕн депутачĕсене, ветерансене, вĕрентÿ ĕçченĕсене, хуçалăхсен ертÿçисене çак паха кĕнекене мĕнле хатĕрленипе, унăн тĕшшипе, пĕлтерĕшĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - пичет тата информаци политикин министрĕ Валерий Андреев паллаштарчĕ.

- Паян вăрнарсем “Астăвăм” кĕнекене алла илеççĕ. Унта историе кĕрсе юлнă, Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăррăн çапăçнă, унтан хуçалăха ура çине тăратма хутшăннă кашни ветеран ятне кĕртме тăрăшрăмăр. Сирĕн районта ку тĕлĕшпе материалсене тĕплĕн те туллин хатĕрлесе панăран маларах пичетлеме май килчĕ. Çак пархатарлă ĕçшĕн пурне те тав тăватăп, - терĕ министр.

Валерий Витальевич “Астăвăм” кĕнекене хатĕрлесе пичетлес енĕпе ĕçлекен редколлегин председателĕн çумĕ. Ертÿçи - Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Наталья Партасова.

Асăннă кĕнекен пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç зала пухăннисем. Ăна пичете хатĕрлекен ĕçлĕ ушкăн ертÿçи Николай Пыркин хăйĕн сăмахĕнче республика Президенчĕ, Правительство “Астăвăм” кĕнекене 6 томпа кăларма палăртса çав тери пархатарлă ĕç пуçарнине асăнчĕ. Ăна пичетлеме республика бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Иккĕмĕш кĕнеке сăн ÿкерчĕксемпе, паттăрсем çинчен заметкăсемпе пуян.

- “Раççейри чи лайăх кĕнеке” ята илме те тивĕçлĕ вăл, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Николай Васильевич. Ăрусемшĕн пĕлтерĕшлĕ пуян материала пуçтарса пичетлесе кăларма икĕ çул каялла Раççейри тăватă регион çеç йышăннă пулнă. Чăваш енре чи малтан. Халĕ ку енĕпе 43 республикăпа облаç тăрмашаççĕ. Ветерансен ячĕсене ял администрацийĕсем тăрăх кăтартни пирĕн патра кăна.

- Ку кĕнеке чи лайăх воспитатель, аслисем çинчен ĕмĕрлĕх Асăну. Президента, редакци коллегине, район пуçлăхĕсене чĕререн тав пире манманшăн, чыс тунăшăн, - терĕç шурă çуçлĕ, кăкăр тулли орденсемпе медальсем çакнă ветерансем “Астăвăм” кĕнекене алла илнĕ май. Ăна вĕсене республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - пичет тата информаци политикин министрĕ Валерий Андреев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин парнелесе саламларĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика