Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх çирĕпленсех пырать

31 марта 2004 г.

Çĕнĕ Шупашкар хула тата Вăрнар район администрацийĕсем хушшинчи туслă çыхăну çулран çул çирĕпленсе пырать. Çак икĕ енлĕ тĕлпулусем ырă ĕç опычĕпе ылмашăнма, администрацисен аталанăвне çĕнĕлĕхсем кĕртме май параççĕ.

Иртнĕ шăматкун Чăваш енĕн иккĕмĕш тĕп хули вăрнарсене тараватлăн йышăнчĕ. Делегацин пысăк ушкăнĕнче район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, спортсменсем, артистсем пулчĕç. Малтанах вĕсем “химиксен хулипе”, аталаннă предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Спортсменсем ача-пăча спорт шкулĕнче çĕнĕ-шупашкарсемпе волейболла выляса ăмăртрĕç.

Уявăн савăнăçлă пайĕ “Химик” культура керменĕнче иртрĕ. Унта хутшăнса Вăрнар район тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем А.Кузьминпа В.Андреев малашне те килĕшсе ĕçлессине пĕлтерчĕç. Районти культура çурчĕн артисчĕсем, Пуканкассинчи, Ярмушкари, “Химик” культура çурчĕ çумĕнчи, “Ромашка” ача сачĕн пултарулăх ушкăнĕсем пысăк концерт пачĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика