Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшса

31 марта 2004 г.

Çутçанталăк пуянлăхĕсене пулас ăрусем валли те сыхласа хăварасси çĕршывра пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту шутланать. Çак эрнере Вăрнара районсем хушшинчи çутçанталăка сыхлакан Шупашкар прокурорĕ Н.И.Звонилов, Раççей Çутçанталăк ресурсĕсен министерствин çутçанталăк ресурсĕсемпе тата тавралăха сыхлассипе ĕçлекен тĕп управленийĕн пуçлăхĕн Чăваш Республикинчи çумĕ В.В.Мизуров тата акционерсен Шупашкар хулинчи “Водоканалналадка” уçă обществин эксперчĕ А.Г.Григорьев килнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин кабинетĕнче “Вăрнар поселокĕнчи канализаци сечĕсемпе производствăра усă курнă шывсене биологи меслечĕпе тасатмалли сооруженисен юсавлăхĕ” ыйтупа иртнĕ канашлăва çавăн пекех А.И.Кузьмин, унăн çумĕ П.И.Иванов тата администрацин экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Г.Вазанова, “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ”, “Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕ сĕт завочĕ”, “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” предприятисен представителĕсем хутшăннă. Тухса калаçакансем асăннă сетьсемпе сооруженисен хăвачĕ çителĕксĕррине, вĕсем поселока тивĕçтерменнине палăртнă. Çавна май канашлура акционерсен “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” уçă обществинче производствăра усă курнă шывсене тасатакан сооружение туса пĕтерсе хута ярасси пирки калаçса татăлнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика