Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи йăрăс шкул ачисем

31 марта 2004 г.

“Юность России” спорт обществи, спорт медицинипе сиплев физкультурин республикăри центрĕ тата ЧР Вĕрентÿ министерствин ача-пăча пултарулăх çурчĕ ачасен кĕлетке килпетлĕхĕ пăсăлнине хирĕç кĕрешессипе уçă конкурс йĕркеленĕ.

Ăна тĕпе хурса нумаях пулмасть районта “Чи яштака шкул ачисем” конкурс иртнĕ. Ăна йĕркеленĕ - Вăрнарти 29-мĕш професси училищинчи физкультура преподавателĕ, гимнастика снарячĕсем, спорт оборудованийĕсем шутласа кăларассипе çичĕ свидетельство авторĕ (ытларахăшĕ - кĕлетке килпетлĕхне юсасси пирки) В.Егоров.

Владимир Васильевичăн меслечĕпе районти физкультура учителĕсем шкул ачисен кĕлетки епле аталаннине тĕрĕсленĕ. Унăн итогĕсем тăрăх чи йăрăс та кĕрнеклисем Çĕрпелти вăтам тата Вăрманкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем пулнине палăртнă. Вĕсенче вĕрентекенсем ачан сывлăхне сыхлассине тата физкультурăна аталантарассине тĕп вырăна хураççĕ. Район конкурсĕнче çĕнтернĕ шкулсем республикăра та тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика