Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тав

31 марта 2004 г.

        Пĕлтĕрхи июнĕн 3-мĕшĕнче Туçи Çармăс ял администрацийĕн территорийĕнче хăватлă трактор газ пăрăхĕсем хума траншея чавма пуçларĕ. Çав кун, тĕрĕссипе, эпир, ку тăрăхра пурăнакансем, çулталăк вĕçленнĕ тĕле çутçанталăк газĕпе усă курма тытăнма пултарасса ĕмĕтленмен те. Вĕçĕм çумăр çуса тăнине пăхмасăр Вăрнарти спецмонтажгаз ПМК ĕçченĕсем тĕп магистраль пăрăхĕсене хурса тухрĕç, çийĕнчех урамсенче вăй хума пуçларĕç. Ир-ирех пуçласа сĕм тĕттĕмччен тăрăшрĕç.

Декабрĕн 4-мĕшĕнче Тимĕрçкасси ялĕнчи 11 килте газ чĕртрĕç. Хыççăнах Туçи Çармăс, Кив Сăрьел, Кив Шуртан ялĕсенче пурăнакансем те çутçанталăк ырлăхĕпе усă курма пуçларĕç. Паянхи куна пурĕ 107 киле газ кĕртнĕ.

Эпир çак питĕ кирлĕ ĕç валли укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрса панăшăн район администрацийĕн пуçлăхне А.Кузьмина, газ кĕртессипе хастар пулнăшăн Вăрнарти спецмонтажгаз ПМК ертÿçине В.Васильева, тĕп инженерне Г.Евсеева, кирлĕ тивĕçлĕ документсем хатĕрлекенсене, слесарьсене, сварщиксене чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика