22 мая 2010 г.
Çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен республикăри 20-мĕш слечĕ «Росинка» спортпа сывлăха çирĕплетмелли лагерьте иртрĕ. Ăмăртура район чысне Аçăмçырминчи шкулта 5-мĕш класра вĕренекен Александр Ильин, Петр Николаев, Инна Родионова, Наташа Никифорова хÿтĕлерĕç. Икĕ куна пынă тупăшусенче районти çамрăк инспекторсем хăйсем çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине, инкексенче аманнисене пĕрремĕш пулăшу пама пултарнине кăтартрĕç. Унсăр пуçне велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе тата «автохулара» правилăсене пăхăнса çÿрессипе ăмăртрĕç. Пултарулăх конкурсĕнче ачасем çуран çÿрекенсене çул-йĕр правилисене пăхăнма чĕнсе каларĕç.
Аçăмçырминче вĕренекенсем «автохула» конкурсра уйрăмах палăрчĕç. Пур «урам» витĕр пĕр йăнăшсăр тухса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе аçăмçырмисем республикăри 26 команда хушшинче улттăмĕш пулчĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"