Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн - виçĕ чемпион

19 мая 2010 г.

Эрне вĕçĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Чăваш ен чемпионачĕпе первенствинче Вăрнар район спортсменĕсем команда кăтартăвĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă.
500 ытла чупуçă тата 23 команда ку тĕсĕн 36 дисциплининче мала тухассишĕн ăмăртнă. Пирĕн спортсменсем - чи вăйлисен йышĕнче. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн физвоспитани преподавателĕ Галина Павлова йĕтре тĕкессипе, Сергей Политов студент (сăн ÿкерчĕкре - 18-мĕш номерпе) 3000 метрлă дистанцире тата Аçăмçырминчи Татьяна Ефимова 800 метрлă дистанцире чемпионсем пулса тăнă.
Вĕсемех призерсен йышĕнче те: Г.Павлова сăнă ывăтассипе, С.Политов  тата Т.Ефимова 1500 метрлă дистанцире кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ. Вăрнар районĕн тепĕр спортсменĕ Алексей Трофимов йĕтре тĕксе 2-мĕш, сăнă ывăтса виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Александр Политов 3000 метрлă дистанцие иккĕмĕш кăтартупа вĕçленĕ.
Михаил Молостов тата Мефодий Павлов - вунă чи вăйлă атлет йышĕнче.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика