Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе тивĕçлĕ

15 мая 2010 г.

Хапăсри «Сказка» ача-пăча садĕнче тимлекенсем хăйсен тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлаççĕ, шкул çулне çитменнисене тĕрĕс воспитани, малтанхи пĕлÿ парассипе ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕç стажĕ пысăк - Надежда Геннадьевна Арбузова заведующин 20 çул, Светлана Карповна Сидоровапа Антонина Георгиевна Кузьмина воспитательсен 22-шер çул. Татьяна Юрьевна Петрова кĕçĕн воспитатель те, Елена Александровна Иванова повар та тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ.
Шăпăрлансем пĕчĕкренех аслă ăрурисене хисеплеме вĕренччĕр тесе воспитательсем вăрçăпа ĕç ветеранĕсемпе тĕл пулусем тăтăшах йĕркелеççĕ, ачасене тĕрлĕ мероприятисене хутшăнтараççĕ. Акă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа ирттернĕ уявра «Сказка» ача-пăча сачĕн воспитанникĕсем пултарулăх номерĕсем кăтартрĕç. Пĕчĕк пулсан та хăйсем юрра-ташша, сăвă калама ăста. Ачасен пултарулăхне, тавракурăмне аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçленĕшĕн воспитательсене чун-чĕререн тав тăватпăр, çăмăл мар ĕçре нумай вăй-хăват сунатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика