Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунакан сарайĕнчен тухайман (01 служба пĕлтерет)

15 мая 2010 г.

Май уйăхĕнчех хĕвел çуллахи пекех пĕçертет, çанталăк çав тери шăрăх. Пушар тĕлĕшĕнчен питĕ хăрушă вăхăт пуçланчĕ. Тимлĕ пулăр: çурт-хуралтăсем çывăхĕнче çÿп-çап çунтарнипе, вăрмансенче кăвайтсем чĕртнипе инкек тухма нумай та кирлĕ мар.
Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн дознавателĕ пĕлтернĕ тăрăх, Хурăн Кăкшăмра ытлари кун пĕр пурăнман çурт (ăна дача пек усă курнă) çывăхĕнче тасатса тирпейленĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăй килте пулман, ĕçе пурнăçлама ял çыннине хушнă. Арçын пахчари çÿп-çапа пуçтарнă та чĕртсе ярса хăварнă. Вăйлă çилпе çулăм çывăхри çурт çине хăвăрт куçнă. Çакăнпа кăна çырлахман, кÿршĕсен хуçалăхĕнчи çурт çине те сиксе ÿкнĕ. Тĕрĕссипе, икĕ хуçалăха кăна мар, тата ыттисене те çунтарса кĕллентерме пултарнă, пушар сÿнтерекенсем çаврăнăçуллă ĕçлени кăна пысăк инкекрен çăлса хăварнă.
Çÿп-çап тата типĕ хыт хурана çунтарнипе тухнă тепĕр пушарта вара çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Инкек май уйăхĕн 6-мĕшĕнче Кăмашра пулса иртнĕ. Кунта та çулăм вăйлă çилпе сарăлса йывăç хуралтăсене çулса илнĕ. Кил хуçи, сарай тивсе илнине асăрхасан, çулăмпа хăй тĕллĕн кĕрешме тытăннă. Анчах ăна ниепле те путлантарайманнипе пушар хуралне шăнкăравласа пулăшу ыйтнă. Хăй хыççăнах, выльăхсене кăларас тесе, çунакан сарайне кĕрсе кайнă. Анчах каялла тухайман.
Унччен пĕр кун маларах ачасем çулăмпа асăрханусăр пулнăран Туçи Мăратра пушар пулнă. Кил хуçисен шкул çулне çитмен ывăлĕ хăйĕн тусĕсемпе кивĕ «Москвич» машинăра вылянă. Кĕçех автомашинăран тĕтĕм мăкăрланма пуçланă. Çакна асăрханă ял çыннисем пушар хуралне васкавлăн пĕлтернĕ. Çав кунах каçхине Уйкас Явăшри пĕр хуçалăхра вут-çулăмпа сарай сиенленнĕ. Пушар сÿнтерекенсем çулăма çурт çине куçма паман.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика