Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: сăвăс энцефаличĕ

15 мая 2010 г.

Сăвăс энцефаличĕ - инфекци чирĕ. Ăна пула этемĕн тĕп нерв системи сиенленет. Сывлăх хавшаса пынăран инвалида тухма е кун-çул вăхăтсăр кĕскелме пултарать.
Хĕл каçнă сăвăссем йăрăланма тытăннă тапхăртан - апрельтен тытăнса сентябрьчченех - энцефалитпа (пуç мими шыççипе) чирлеме пулать.
Инфекцин тĕп çăлкуçĕсем - кăшлакан чĕрчунсем (уй-хир шăшийĕсем, йĕке хÿресем, мулкачсем, пакшасем, пăрăнтăксем). Çавăн пекех килти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк çинче те сăвăссем «пурăнаççĕ».
Чир сарма пулăшаканĕсем - сăвăссем, вăрăмтунасем. Вĕсем вируса инфекциллĕ выльăхсене çыртсан ертеççĕ. Сăвăссен сĕлеке парĕсенче вирус пухăнать. Чирлĕ амисенчен пĕтĕм ăрăва инфекци ерет.
Сăвăс çыртсан е çын çак ÿт-тире тăрăннă хурт-кăпшанка пăчăртасан чирлет. Инкубаци вăхăчĕ - 8 кунран пуçласа 23 кун таран. Энцефалит хăрушлăх кăларса ан тăраттăр тесен сăвăссене, вăрăмтунасене пĕтерессипе профилактика мероприятийĕсем ирттермелле.
Вăрмана çÿрекенĕн е унта ĕçлекенĕн (уйрăмах тайгара) çак ĕçсене пурнăçламалла:
- сăвăссем пуррипе çуккине кашни 10-15 минутран тĕрĕслемелле, курăк çине выртма тата ларма юрамасть* вăрмантан таврăнсан тумтире тата ытти япаласене хывса хумалла* çавăн пекех пĕрле пулнă йытăсене тĕрĕслемелле*
- сăвăссене хăвăртрах тупма пĕр тĕслĕ тум-тир тăхăнмалла* кĕпене, свитера, кофтăна шăлавар ăшне чикмелле* шăлаварне - кĕске чăлха ăшне* çанă вĕçĕсем алла çат çыпăçса тăмалла* пуçа капюшон тăхăнмалла, мăй уçă пулмалла мар.
Çуртсенчи вăрăмтунасен  «йăвине» пĕтермелле, чÿречесене сеткăпа кармалла.
Пирĕн республикăра та, районта та çак чирпе чирлекенсене регистрацилемен. Анчах та кÿршĕллĕ облаçсенче тата Çĕпĕрте кун йышши тĕслĕхсем çырăнаççĕ. 2006 çулта çак тăрăхсенче сăвăс энцефаличĕ ернĕ 720 çынна тупса палăртнă. Хулăн укçа ĕçлесе илме каякансен питĕ тимлĕ пулмалла.
Сăвăссене ÿт-пÿ çинче тупса палăртсан участокри медицина ĕçченĕ патне каймалла. Сăвăс энцефаличĕпе кĕрешме республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн вирусологи лабораторийĕнче кашни çулах çĕнĕ йышши диагностика тест-системисемпе усă курса этеме çыртнă сăвăссене, юна анализ тăваççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика