Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахматла выляма чĕннĕ те хĕрарăма пусмăрланă

21 апреля 2010 г.

Раççей Федерацийĕн  Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕ Вăрнарта пурăнакан  48-ти, ниçта та ĕçлемен арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе  тишкерессине вĕçленĕ.
Вăл РФ Уголовлă кодексĕн 111-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (çын сывлăхне юриех  йывăр сиен кÿнипе вăл вилсе кайнă тĕслĕхпе) тата 131-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «б» пункчĕпе (вĕлерессипе хăратса хĕрарăма мăшкăлланăшăн) айăпланать.
 Малтанхи следстви палăртнă тăрăх, вăл пĕлтĕрхи декабрĕн 21-мĕшĕнче хăйĕн патне хăнасене шахматла выляма  тата эрех ĕçме чĕннĕ. Спиртлă шĕвексем пуçа кайса минретсен хăнасенчен пĕри (66-ри арçын) çывăрса кайнă. Çакăнпа усă курса кил хуçи унăн 57-ри арăмне мăшкăллама шут тытнă. Çĕçĕ ярса илсе  хĕрарăма алăпа, патакпа   çапма тытăннă, хăйĕнпе ар çыхăнăвне кĕме ыйтнă.
Шăв-шава илтсе хĕрарăмăн упăшки сасартăк вăранса кайнă, кил хуçине хирĕç тăма хăтланнă. Анчах лешĕ пукан ярса илсе ăна пуçран тата кĕлеткерен темиçе хутчен те кĕрслеттернĕ. Арăмне пусмăрçăран çăлас тенĕ арçын хăй тăнне çухатнă.
Кил хуçи вара пуçа пырса кĕнĕ киревсĕр шухăша пурнăçланах - çĕçĕ кăтартса, вĕлерессипе хăратса хĕрарăма мăшкăлланă.
Суд йышăнăвĕпе пусмăрçăна  следстви вăхăтĕнче ирĕкрен хăтарнă. Следстви айăплав тĕлĕшпе çирĕплетÿ базине туллин пухнă, уголовлă ĕçе Вăрнар район судне пăхса тухма ярса панă.

А. СПИРИДОНОВ,

 РФ Прокуратури çумĕнчи

Следстви комитечĕн

Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн

Канашри районсем

хушшинчи  следстви пайĕн

уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе тимлекен

следователĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика