Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăха хакларĕç

28 апреля 2010 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, пушар хуралĕн ĕçченĕсем çулсерен çуркунне, хăйсен профессиллĕ уявĕ умĕн, ачасене пушара хирĕçле тематикăллă агитюмахсен конкурсне хутшăнма йыхравлаççĕ. Кăçалхи ăмăртăва та акă Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 361 çул çитнине халалланă.
Шкулсенче вĕренекенсем ятарласа хатĕрленĕ театрализациленĕ представленисемпе сцена çине апрелĕн 23-мĕшĕнче тухнă. Ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсем хускатнă темăсем тĕрлĕ енлĕ: пушарсенчен хÿтĕленме тата сывлăха упрама вĕренесси, вăрмансене, çутçанталăка упрасси, пушарпа кĕрешекенсене мухтасси тата ытти те. Анчах пурин те тĕп шухăшĕ пĕрре - шăрпăк тата çулăм ачасемшĕн тетте мар, унпа питĕ асăрхануллă пулмалла, «хĕрлĕ автан» хаярлăхĕпе кĕрешекенсен çăмăл мар ĕçĕ хисепе тивĕçлĕ.
Жюри конкурса хутшăнакансем пурте аван сценарисем çырнине, темăсене тĕрĕс çутатнине, кашниннех костюмсем хăйне евĕрлĕ пулнине тата çамрăк артистсем ăста вылянине палăртнă. Апла пулин те чи илемлĕ те  тарăн шухăшлă юмах лартакансем - Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем, вĕсем хăйсен ăсталăхĕпе çĕнтерÿçĕ ята чăннипех те тивĕç пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Санарпуçĕнчи тата Çĕрпелти шкулсенче вĕренекенсем. Çĕнтерÿçĕ-шкулсене дипломсемпе чысланă тата ВДПО-н районти участокĕ парнесемпе хавхалантарнă.
Калининăри шкул-интернатра пĕлÿ пухакансем конкурса хутшăнман пулин те, директорăн заместителĕ С.Югина тата А.Вазанова воспитатель ертсе пынипе куракансем умне «Кошкин дом» представленипе тухнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика