Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гаражра «лавкка» уçнă

30 апреля 2010 г.

Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераллă службăн республикăри управленийĕн сотрудникĕсем Шупашкарти пĕр хваттерте пулнă. Унта амăшĕпе икĕ ывăлĕ, кинĕпе мăнукĕ пурăннă. Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем пĕлтернĕ хыпар кил хуçи хĕрарăмне тĕлĕнтерсех янă: пĕр ывăлĕ чылай вăхăт гашиш сутать иккен.
Вăтăр виççĕри арçын автомашинăсене юсассипе ĕçлекеленĕ. Хăйне тата арăмĕпе ачине пурăнмалăх укçа-тенкĕ çитсе пыман. Д.-н пуçне киревсĕр шухăш пырса кĕнĕ: çăмăл меслетпе усă курмалла - наркотик сутмалла. Пысăк укçа тума май паракан ĕç-хĕле вăл çемье гаражĕнче пуçарса янă: гашише кÿрсе килнĕ те кунтах сутнă. Хăй каланă тăрăх, вак-тĕвекпе аппаланман, тÿрех пысăк партисемпе салатнă. Анчах пĕр кун вăл (ятарлă операци вăхăтĕнче), ним япăххине сисменскер, наркотикпа наркотĕрĕслев сотрудникне тивĕçтернĕ. Унăн кĕсйисене тĕрĕсленĕ чух 5 грамм сутма хатĕрленĕ гашиш тата 10 пин тенкĕ тупнă. Машина багажникĕ те пушă пулман: унта электронлă тараса, наркотик тĕркемĕсене чĕркемелли фольга, гашиш тултарнă 16 пĕчĕк хутаç выртнă. Д.тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, «сутуçăна» 12 çуллăха ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Çак кунах оперативниксем 30-ти тепĕр арçынна тытса чарнă, унпа пĕрле 15 тĕркем гашиш пулнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика