Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малта пыракан шкул

07 апреля 2010 г.

Çĕршыври ертсе пыракан вĕрентÿ учрежденийĕсен Наци Реестрне çирĕплетнĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе унта Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул та кĕнĕ.
Асăннă шкулăн вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче тунă çитĕнĕвĕсем сумлă. Вăл - республикăра, Раççейре ирттерекен ытти конкурссен те пĕрре мар çĕнтерÿçи. Виçĕ çул каялла акă вăл Раççей Президенчĕн пĕр миллионлăх грантне çĕнсе илнĕччĕ. Патшалăхăн çак пулăшăвĕ вĕренÿпе аталану условийĕсене лайăхлатма-çирĕплетме май панă. Кунта, паллах, унчченхи директорăн Маргарита Климентьевна Матвееван тÿпи çав тери пысăк. Унăн ертсе пырас, коллектива пĕр шухăшлăха чăмăртас пултарулăхĕ тăван шкула нихăçан та малтисен йышĕнчен чактарман. Халĕ Маргарита Климентьевна тивĕçлĕ канура, унăн пархатарлă ĕçне çамрăксем малалла тăсаççĕ.
Наци Реестрне кĕртни 2-мĕш шкул коллективне малалла тата ÿсĕмлĕрех ĕçлеме хистет. Ырă ята нумайлăха алăра тытма вĕсене вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи малашлăхлă плансене пурнăçа пĕлсе кĕртсе пыни пулăшать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика