Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех ачисенчен те хаклăрах-ши

07 апреля 2010 г.

Хĕрарăмăн çĕр çинчи чи сăваплă тивĕçĕ - çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелесси. Тин çеç çуралнă пепкене пĕрремĕш хут алла тытни, кунĕн-çĕрĕн уншăн вĕчĕрхенсе ÿстерни, ачан ÿсĕмĕсемпе çитĕнĕвĕсене пĕрле пайлани... - çакă амăшĕн чăн-чăн телейĕ. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсен ырлăхĕшĕн тăрăшман хĕрарăмсем пуррине ĕненме те йывăр, паллах. Анчах, шел те, пур ун пеккисем. Вĕсенчен чылайăшĕ чунĕсене эрехе сутнă, ачисене хаяр шĕвекпе ылмаштарнă.
Вăрнарта пурăнакан 34-ри П. тĕлĕшпе, акă, РФ Административлă правăна пăсни  çинчен калакан кодексĕн 5.35-мĕш статйипе - ачисене воспитани парас тата пăхса ÿстерес тĕлĕшпе хăйĕн тивĕçне пурнăçламаншăн - протокол çырма тивнĕ. Хăйĕн çула çитмен икĕ ачине пăхасси, вĕрентесси çине хĕрарăм пачах алă сулнă. Телее, кукамăшĕ пур, май килнĕ таран вĕсене асăрхаса тăрать. Амăшĕн вара ачисемпе аппаланма вăхăт сахал, пыра йĕпетмелли тупасси ытларах канăçсăрлантарать - мĕнпур укçине те эрех çине тăкаклать. «Симĕс çĕлен» ытамне лекнĕ хĕрарăма обществăлла вырăнсенче ÿсĕрле çÿренĕшĕн те пĕрре мар административлă явап тыттарнă. Апла пулин те çамрăк хĕрарăм эрехрен уйрăлса çемье енне çаврăнас тени сисĕнмест.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика