Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ предмет ырăлăха вĕрентĕ

03 апреля 2010 г.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççейри 19 регионта çĕнĕ педагогика эксперименчĕ старт илчĕ. «Çĕнĕ предмет - 4-мĕш класра вĕренекенсене пурнăçра чи кирлĕ ăнлавсене - ырăпа усала уйăрма вĕрентесси, культурăна хăнăхтарасси, тĕрлĕ халăхсен йăлипе паллаштарасси», - терĕ район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Роза Федорова.
Ашшĕ-амăшĕсен ултă направленирен пĕрне суйлама ирĕк пулнă. Çапла пирĕн районта çуркуннехи каникул хыççăн 22 шкулта ачасене православи культурин никĕсне, икĕ шкулта этика никĕсне вĕрентме тытăнчĕç.
Кăмăл-сипет воспитанийĕ парас тĕллевлĕ çĕнĕ предмет ачасенче чи малтанах ыр кăмăллăх, çынсене хĕрхенес, ырă ĕçсем кăна тăвас туйăмсене вăратĕ. Çавăн пекех вĕсем тĕрлĕ халăх тĕнĕсемпе паллашĕç.
Районти шкулсене кĕнекесем килсе çитнĕ ĕнтĕ. Авторĕсем - Мускаври тĕн академийĕн профессорĕ Андрей Кураев тата ислам университечĕн ректорĕ Марат Муртазин - кĕнекере палăртнă тăрăх, вĕсем тĕн культурипе паллаштарнипе пĕрлех ачасене хисепе вĕрентессине те мала хунă.
Учительсем курссенче ятарлă пĕлÿ илнĕ, пур ултă направленийĕпе те. Вĕсен халĕ çине тăрса çитĕнекен ăрăва ырăлăха, уççăнлăха, хисеплĕхе, пĕрлĕхе вĕрентесси кăна юлать. Урок девизĕ те уçăмлă: «Эпир пурте тĕрлĕ, анчах эпир пĕрле!» Çĕн предметăн пĕрремĕш урокĕ - Раççей çинчен. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти 4-мĕш «а» класс ачисем патшалăх символĕсемпе паллашрĕç. Ольга Сандомирова вĕренекенсене Раççей, Чăваш ен Гимнĕсемпе гербĕсем çинчен каласа пачĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика