Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçшăн тăрăшса (Çур аки – 2010)

03 апреля 2010 г.

Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ иртнĕ çулта кашни гектартан 32 центнер тĕш тырă, 277 центнер çĕр улми туса илчĕ, уй-хир продукчĕсене 9008 пин тенкĕлĕх сутса тупăш курчĕ. Çĕр ĕçченĕсем кăçал та уй-хир тупăшне ÿстерессипе тимлĕ ĕçлеççĕ, çур акине тĕплĕн хатĕрленеççĕ.
Çĕрпе туллин усă курасси - кăткăс та нумай енлĕ ĕç. Унăн пулăхне лайăхлатса пырассине тата вăрлăха çĕнетсе тăрассине çавалкассем чи малти вырăна хураççĕ. Çакă гектарсен тухăçне пĕр шайра тытса пыма май парать. Тăпра пахалăхне пуянлатса пымасăр тухăçлă тыр-пул туса илме çук.
Тăпра пулăхне лайăхлатма нумай çул ÿсекен курăксене акса туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен лаптăкĕ хуçалăхра акăнакан çĕрĕн 25-30 проценчĕ таран йышăнать. Нумай çул ÿсекен курăксем 400 гектартан та иртеççĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксен лаптăкне те чакармаççĕ. Çакă фермăсем валли апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăварма, мăйракаллă шултра выльăхсен йышне ÿстерсе пыма лайăх майсем туса парать.
Кăçал çур акинче акма 2100 центнер вăрлăх кирлĕ пулсан, ăна 2619 центнер таранах хатĕрленĕ. Пур йышши вăрлăх та кондициллĕ. Çур акинче усă курма минераллă удобренисене çителĕклĕ хатĕрлесе хунă.
Механизаторсем çывхарса килекен çуракине тĕплĕн хатĕрленсе тухма шантараççĕ. Тĕпрен илсен, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем уй-хире тухма хатĕр. Иртнĕ çулта хуçалăх кредит меслечĕпе урапаллă тракторпа КамАЗ автомашина туяннăччĕ. Кадрсем пĕлтĕрхи пекех çителĕклĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика