Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекесем - пирĕн туссем

20 марта 2010 г.

ЧР Культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, ЧР Наци библиотеки, ЧР Писательсен Союзĕ, ЧР Профессионаллă писательсен союзĕ пĕрле çулсеренех «Литературăлла Чăваш ен: чи нумай вулакан кĕнеке» конкурс ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - республикăра пурăнакансене çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарасси, чи лайăх, вулакансен кăмăлне пур енлĕн тивĕçтерекен хайлавсене палăртасси. Кăçал акă вулакансем 2008 çулта кун çути курнă кĕнекесене хакларĕç, çав шутра вырăс писателĕсен хайлавĕсене те, тăван чăваш чĕлхепе çырнисене те.
Конкурса районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин пайĕ те хутшăнчĕ. Çак тапхăрта кĕçĕн тата вăтам ÿсĕмри шкул ачисене кĕнекепе туслаштарассине ытларах тимлĕх уйăрнă. Ку пайра конкурс ячĕпе пĕр килекен курав йĕркеленĕ, 2008 çулта пичетлесе кăларнă кĕнекесен пуххине хатĕрленĕ. Çавăн пекех конкурс йĕркипе иртнĕ мероприятисем - «Айтăр пĕрле вулатпăр» кĕнекесен библиографи тишкерĕвĕ, кĕçĕн çулхи ачасемпе ирттернĕ вулавсем, «Çĕнĕ ăру кĕнеке суйлать» таврапĕлÿ сехечĕ.
Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсене кура финала икĕ кĕнеке тухнă: Галина Белгалисăн «Гусар-конькобежец» тата Наталия Васильеван «Чи кирлĕ сăрăсем» хайлавĕсем.
Ача-пăча литературин пайĕн вулаканĕсем конкурс вăхăтĕнче çĕнĕ 20 кĕнекепе паллашнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика