Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ахрăмĕ - ачасен пултарулăхĕнче (Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул;2010 - Вĕрентекен çу

10 марта 2010 г.

Ача-пăча пултарулăх фестивальне кăçалхи паллă пулăмсене - Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне тата Вĕрентекен çулталăкне - халалларĕç. Районти культурăпа кану центрне пухăннă çамрăк талантсене, вăрçă участникĕсене район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов саламларĕ. Юрăсенче, сăвăсенче вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене тав туса чылай сăмах янăрарĕ.
Фестиваль чи маттуррисене, пултаруллисене пуçтарчĕ. Финала тухиччен вĕсен икĕ тапхăрти конкурс витĕр тухма тиврĕ. Жанрсен пуянлăхĕ, репертуар çĕнĕлĕхĕ, тĕрлĕ тĕссемлĕ хитре сцена тумĕсем - юрă-ташă уявĕ чăннипех асра юлмалла иртрĕ. Çар хроникин кадрĕсем, художниксен вăрçă вăхăтне сăнланă мультимедийлă ĕçĕсем, районта иртнĕ уявсемпе ăмăртусенчи сăн ÿкерчĕксем ун сĕмне пушшех пуянлатрĕç.
Вăрçă участникĕсем Феофания Ивановнапа Тимофей Александрович Александровсем, Лев Антонович Павлов, тыл ĕçченĕ Нина Александровна Макарова çамрăксене тав туни пултаруллă ăрăва та хавхалантарчĕ.
Кашни номинаци çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Хорпа юрлассипе Санарпуçĕнчи, инструментсемпе выляссипе Кульцаври, вокал ансамблĕсем хушшинче Калининăри вăтам шкулсем тата Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕ çĕнтерчĕç. Солистсенчен Снежана Самарова (Вăрнарти 1-мĕш шкул) пуринчен маттуртарах пулчĕ. Ташлассипе ярмушкасем пултаруллă.
Харпăр хăй çырнă сăвăсемпе «Эпир астума тивĕç» номинацире Вăрманкас шкулĕнчи Владислав Словин, Вăрнарти 1-мĕш шкулти Яна Шамсутдинова, 2-мĕш шкулти Мальвина Митрофанова тата Уравăш шкулĕнчи Татьяна Илларионова, «Тавах сире, учительсем!» номинацире Вăрманкасри Елена Кошкина, Хирпуçĕнчи Зоя Андреева, Санарпуçĕнчи Олеся Иванова палăрчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика