Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк хунавсенче - чĕрĕ çеçкесем (2010 - Вĕрентекен çулталăкĕ)

06 марта 2010 г.

Мăн Явăшри вăтам шкулти Татьяна Владимировна Иванова педагогпа тахçанах паллашас ĕмĕтпе çÿренĕччĕ. Вăл шкул  çулне çитеймен ачасене пуçламăш пĕлÿ илме пулăшать.
Шкулта уроксем вĕçленнĕччĕ. Пĕрремĕш хутри пĕр пÿлĕмĕн уçă форточкинчен ачасен хаваслă юрри-кĕвви пĕрре вăйланса, тепре вăрахланса илтĕнни мана, шкул умĕпе утса пыраканскере, тăпах чарса тăратрĕ. Ытла та чуна пырса тивекен кĕвве илтнĕрен шухăша путрăм: «Мĕнле педагог-ши ачасене искусство ытамĕнче савăнтарать, хумхантарать;» Ачасене тимлесе юрлама-ташлама вĕрентекенни шăпах Татьяна Владимировна Иванова педагог пулнă иккен.
- «Анне - пирĕн çутă хĕвел» юрăллă-ташăллă композици хатĕрлетпĕр. Ăна Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче ашшĕ-амăшĕсем умĕнче кăтартасшăн, - терĕ вăл. Калаçу çамрăк ăрăва пăхса çитĕнтересси çине куçсан, Татьяна Владимировна чăтаймарĕ:
- Ман шутпа, çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, çирĕп сывлăхлă вĕрентсе çитĕнтерес тесен педагогсен нумай вăй хума тивет. Хамăра шанса панă ĕçе чун-чĕререн парăнса, юратса пурнăçламалла, уроксене çÿллĕ шайра ирттермелле. Вăтам шкул, паллах, музыка е ÿнер училищи мар, пур ачана та искусство ытамне илеймĕн. Эпĕ ачасен чĕрисенче хавхалану туйăмĕсене чĕртме тăрăшатăп. Çакă пурнăçра паха çимĕçсем парать. Пĕлтĕр, сăмахран, эпĕ йĕркелесе янă ÿнерçĕсен пĕр ушкăнĕ хăйĕн асамлă ÿкерчĕкĕсемпе районти, каярахпа республикăри смотр-конкурссенче пĕрремĕш вырăна тухрĕ, Дипломсем çĕнсе илчĕ. Юрă-ташă ăстисен районти фестивалĕнче те Мăн Явăш хунавĕсем чĕрĕ çеçкисемпе савăнтарчĕç.
Ĕçе чĕререн юратсан, парăнсан, уншăн çĕрĕн-кунĕн хыпса çунсан - çын телейлĕ, вăйлă, тĕреклĕ. Çакнашкал çыннăн ĕçĕ те ăнать. Татьяна Владимировна ертсе пыракан класа 25 ача çÿрет. Кашниех пĕлÿ никĕсне алла илесшĕн, çĕршывшăн усăллă çын пуласшăн.
Т.Иванова ача чухнех учитель пулас ĕмĕтпе çунатланса пурăннă. Çĕрпÿ районне кĕрекен Чурачăк салинче çуралса ÿснĕскер Шупашкарти педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Хыççăн Мăн Явăшри вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă. Сакăр çул ĕнтĕ шкул çулне çитмен ачасене анлă пурнăç çулĕ çине тухма пулăшать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика