Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх ан иксĕлтĕр (2010 - Вĕрентекен çулталăкĕ)

06 марта 2010 г.

Римма Алексеевна Павлова чылай çул Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Питĕ тарават, урокĕсенче ачасене ăнлануллă чĕлхепе литературăпа çывăхлатать кăна мар, Тăван çĕршыва, атте-аннене юратма, тавралăх илемне туйма хăнăхтарать.
Класс тулашĕнчи ĕçпе те сахал мар тимлет. Кашни çулах И.Я.Яковлев çуралнă кун тĕлне вĕренекенсене тĕрлĕ конкурссене, викторинăсене, ăмăртусене хатĕрлет. Ачисем чăвашла юрлаççĕ, чăваш ташшисем ташлаççĕ. Районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса малти вырăнсене тухаççĕ. Кăçал чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче вырăс шкулĕсем хушшинче мала тухрĕç. Район чысне хÿтĕлесе регионсем хушшинчи олимпиадăра 3-мĕш пулнă. Тĕрлĕ регионти чăваш ачисем хушшинче çакăн пек çитĕнÿпе килни пирĕн районшăн питĕ пысăк чыс. 9-мĕш класра вĕренекен Сергей Данилов акă республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Римма Алексеевнăна хăйĕн вĕренекĕнĕсемпе пĕрле малашне те çитĕнÿ тума сунатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика