Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Садикре тепĕр ушкăн хушăннă

25 февраля 2004 г.

Хăй вăхăтĕнче Санарпуçĕнче шкул çулне çитмен ачасем валли икĕ хутлă садик çурчĕ туса лартрĕç. Анчах икĕ ялтан, Санарпуçпе Çĕнъял Хапăсран та унта ачасем сахаллăн çÿренĕ. Çавна май садике урăх çĕре куçарнă, кунта ваттисен çурчĕ ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕ вырăнта садик çуртĕнче фельдшер пункчĕ те пулнă, çавăнпа кунта çирĕме яхăн ачаран тăракан пĕр ушкăн кăна йĕркелеме май килнĕ. Хăйсен  ачисене садике вырнаçтарма пултарайман амăшĕсем çакăнпа кăмăлсăр пулнă, кун пирки тĕрлĕ шайри организацисенче ыйту хускатнă. Вĕсем ыйтнине тивĕçтерсе иртнĕ çул вĕçĕнче  фельдшер пунктне ялти культура çуртне куçарнă. Садикре вара тепĕр ушкăн йĕркеленĕ. Маларах ашшĕсемпе амăшĕсем çуртра юсав ĕçĕсене нумай пурнăçланă. Халĕ пĕчĕккисемпе аслăраххисем уйрăм ушкăнсене çÿреççĕ. Садикре ачасемпе тĕрлĕрен занятисем ирттереççĕ. Кунта пепкесене пуренлĕн аталанма майсем çителеклĕ. Халĕ асăннă ялсенчи ашшĕ-амăшĕсем садикре тата тепĕр ушкăн йĕркелесси пирки ыйту хускатасшăн.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика