Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура объекчĕсем хута кайрĕç

25 февраля 2004 г.

Йывăрлăхсем нумай пулин те Чăваш енре ялăн социаллă пурнăçне лайăхлатассипе нумай ĕç пурнăçланать. Çакна ял инфраструктури, газ кĕртес, çулсем тăвас, социаллă çурт-йĕр, шкулсем, социаллă тата культура сферин объекчĕсене çĕклес ĕç аталанăвĕн хăвăртлăхĕ пысăк пулни те çирĕплетет.

Хамăр районта та ку тĕлĕшпе малалла кайни аванах сисĕнет. Иртнĕ вырсарникун, акă, канмалли кун пулнине  пăхмасăрах, район территорийĕнче пĕлтерĕшлĕ икĕ объекта хута ячĕç: Кăмашра клуб, Кивĕ Мĕлĕшре ял администраци çуртне, культура тата сывлăха çирĕплетекен центр уçрĕç. Çак ял çыннисен савăнăçне Чăваш Республикин Культура тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕн çумĕ В.Бондырев, Чăваш  ялхуçалăх академийĕн ректорĕ Н.Кириллов, район пухăвĕн депутачĕсем, ытти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем те пĕрле пайларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин, республика представителĕсем Н.Кирилловпа В.Бондырев ял çыннисене саламланипе пĕрлех культура шайне ÿстермелли, çĕнĕ çуртсене куç пек упрамаллине, культура тата ытти социаллă объектсене уçни ялăн малашлăхĕ пуррине çирĕплетнине палăртрĕç. Район администрацийĕнчен тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, министерствăран музыка центрĕ парнелерĕç.

Кăмашри клуб çуртне темиçе çул каяллах тума пуçланă. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула ĕç чарăнса ларнă. Юрать-ха, Калининăри «Стройучасток» стройкăна «шăнма» паман, ĕçе хăвăртлатнă. Строительство участокĕн ертÿçи В.Никонов клуба çĕклеме ял çамрăкĕсем нумай пулăшнине палăртрĕ, кăмашсене купăс парнелерĕ. Çак кунах районти культура çурчĕн артисчĕсем хăтлă та илемлĕ, çутă та хитре залра пысăк концерт кăтартрĕç.

Кив Мĕлĕшри çĕнĕ çурт та илемĕпе илĕртет. Кунта пĕр тăрă айĕнче ял администраципе культура тата сывлăха çирĕплетекен центр вырнаçнă. Вырăнти шкул ачисем хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, хăйсен пултарулăхне аталантарма, ÿт-пĕве пиçĕхтерме майсем туса панăшăн тав турĕç.

Культура объекчĕсене хута янă хыççăн район администрацийĕн актовăй залĕнче районти депутатсен пухăвĕн ларăвĕ пулчĕ. Хальхинче те депутатсем пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухса йышăнчĕç.

Обществăри йĕркелĕхе çирĕплетессипе, çамрăксене преступлени тăвассинчен сыхлассипе, право пĕлĕвĕсене пропагандăлассипе районта халăх дружинин штабне йĕркелеме йышăнчĕç, унăн йышне çирĕплетрĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Игнатьев йĕркелесе ертсе пырĕ.

Çавăн пекех ларура административлă йĕркесене пăсакансене хирĕç кĕрешессипе йĕркеленĕ комиссин ĕçне-хĕлне, ялхуçăлăх продукцийĕсене туса илекен предприятисен парăмĕсене реструктуризациллессине пăхса тухрĕç, районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн 2004 - 2006 çулсем валли йышăннă программине çирĕплетрĕç.

Иртнĕ çулхи спартакиада кăтартăвĕсем тăрăх Ярмушка ял администрацийĕ пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Депутатсен ларăвĕнче çакăншăн вĕсене çичĕ мăшăр йĕлтĕр комплектне парса хавхалантарчĕç. Кунсăр пуçне Кив Мĕлĕш ял администрацине пилĕк, Калинино ял администрацине виçĕ комплект тивĕçрĕ.

Çакна та палăртма питĕ кăмăллă: пирĕн район экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Районти депутатсен пухăвĕн ларăвĕнче Чăваш  ялхуçалăх академийĕн ректорĕ Н.Кириллов район администрацийĕн пуçлăхне А.Кузьмина Дипломпа  чысларĕ.

Лару хыççăн Вăрнар тата Канаш район администрацийĕсен ĕçченĕсем, хамăр районти хуçалăх ертÿçисемпе ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем волейболла вылярĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика