Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсанас вырăнне – тĕрмене

20 февраля 2010 г.

Вăрнар район сучĕ уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекци пуçлăхĕн Петров гражданин тĕлĕшпе условнăй айăплав тĕсне улăштарма – чăннипех те ирĕкрен хăтарма – ыйтнă представленине пăхса тухнă.
Петров Мăн Элменти З.-н хуçалăхĕнчен пурлăх вăрланăшăн пĕлтĕрхи июльте суд тенкелĕ çине ларнă. Малтанхи следстви вăхăтĕнче те, суд ларăвĕнче те арçын хăйĕн айăпне тунман, ют хуçалăха çаратас шухăшпа кĕнине йышăннă. Ун тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе пăхса тухса, суд тишкерĕвĕсĕрех айăплав йышăнăвне кăларнă. Арçынна обществăран уйăрмасăрах тÿрленме шанăç панă, условнăй тапхăр – 1 çул та 6 уйăх.
Суд йышăнăвĕ вăя кĕрсен Петрова уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекцие учета илнĕ, ăна айăплав срокне тултармалли йĕркепе паллаштарнă, çак вăхăтра хăйне мĕнле тытмаллине ăнлантарнă. Анчах тĕрĕслев тапхăрĕнче Петров хăйне япăх енчен кăтартнă, инспекцие вăхăтра килсе çÿременшĕн ăна виçĕ хутчен асăрхаттарнă. Хăй вара çакна автобуспа Вăрнара килме билет туянмалăх укçа çуккипе сăлтавланă. Инспекцие çитме май çукки пирки те вăл никам урлă та пĕлтерме васкаман.
Петров виçĕ уйăхра 5 хутчен регистрацие килмен, çав вăхăтрах арçын инспекци ĕçченĕсене пĕлтермесĕрех район тулашне тухса кайнă. Хăйне темиçе асăрхаттарсан та, вăл суд йышăнăвĕпе хушнине пурнăçламан. Çавăнпа та уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекци Петрова ирĕкрен хăтарма ыйтса тавăçпа тухнă. Вăрнар район сучĕ ыйтăва тивĕçтернĕ, ăна 2 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика