Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхавсăр хăварнă та... (Криминаллă хроника)

20 февраля 2010 г.

Ытларикун Çĕньялта такам ют автомашина салонĕнче килти пекех хуçаланнă. Шупашкарта пурăнакан  О.-н «Фольксваген Пассат» машини урамра каçхине асăрхавсăр ларнă. Çакăнпа усă курнă та вăрă: салона хыçалти кантăка çĕмĕрсе кĕнĕ. Хайхискер «Хендей» автомагнитола тата уçăсен пуххине кăларса илнĕ.
Çав кунах Вăрнарта тепĕр пăтăрмахлă ĕç пулса иртнĕ. 16 сехет тĕлĕнче К.Маркс урамĕнчи пĕр çуртăн балконĕнчен 27-ри çамрăк сикнĕ, ÿт-пĕвне тĕрлĕ çĕртен суранлатнă. Мĕн хĕтĕртнĕ çамрăка ăссăрла хăтланма - тĕрĕслев кăтартĕ.
Февралĕн 13-мĕшĕнче 20 сехет иртсен шалти ĕçсен районти пайĕн «Шырав» ушкăнĕ поселокри А.Иванов урамĕнчи çуртăн путвалĕнчен тухакан хĕрарăма тытса чарнă. Вăл михĕре çĕрулми, маринадланă пахча çимĕç тултарнă икĕ банка йăтса пынă. Йĕрке хуралçисем тĕрĕслев хыççăн палăртнă тăрăх, çак çимĕçсем хĕрарăм хăй хĕлле валли хатĕрленĕскерсем пулман. Вĕсене путвалти ют кладовкăран хуçисем сисиччен вăрттăн йăкăртса  тухнă.
Шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере районти икĕ шкулта ют пурлăха вăрланă тĕслĕхсем çырăннă. Вăрнарти шкулта, акă, вĕренÿ пÿлĕмĕнчен фотоаппарат çухалнă, Калининăри шкулта вара такам 16-ри çамрăкăн телефонне вăрланă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика