Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарпа кĕрешессипе - вĕренÿ

20 февраля 2010 г.

Шалти ĕçсен пайĕн пĕр пÿлĕмне çунакан хутăш тултарнă кĕленче вăркăнтарнă, хăвăрт хыпса илекен материалсем тăрăх çулăм хăвăрт сарăлса пынă. Çуртăн пусма тăваткалĕсене тата коридорсене тĕтĕм сырса илнĕ. Çÿлти хутри пÿлĕмсенчи сотрудниксен, служащисен эвакуаци çулĕсем патне çитме май çук. Пурлăх пĕтес тата çынсен сывлăхĕ сиенленес хăрушлăх тухса тăнă.
Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн инструкторĕ И.Максимова пĕлтернĕ тăрăх, çапла майпа февралĕн 11-мĕшĕнче шалти ĕçсен районти пайĕнче пушара хирĕçле тактикăллă вĕренÿ иртнĕ. Условнăй пушар çинчен пĕлтерсенех инкек вырăнне пушар хуралĕн ĕçченĕсем васкавлăн килсе çитнĕ, çулăмпа кĕрешме пуçланă. Шалти ĕçсен пайĕн яваплă çыннисем те инкеке путарма хутшăннă, ытти службăсем те - Вăрнарти тĕп больницăн, «Вурнарымежрайгаз», «Вăрнарти электричество сечĕсем», «Интех» организаци-предприятисен представителĕсем - кĕске вăхăтрах вырăнта пулнă. Пулăшу службисем «çунакан» тата «тĕтĕмленнĕ» çуртăн çÿлти хутĕнче юлнă сотрудниксене кăларнă. Çав вăхăтрах «тĕтĕмпе наркăмăшланнисене» медицина пулăшăвĕ те кÿнĕ.
Ку вĕренÿ çынсем нумай пухăнакан административлă çуртсенче тухнă пушарсене сÿнтерессипе çыхăннă. Тĕрĕссипе, яваплă службăсем пушар вăхăтĕнче кал-кал ĕçлеме пултарнине тĕрĕсленĕ. Пĕрисем объектра пушар сÿнтерессипе пĕтĕм ĕçсене йĕркелесе пырассишĕн, теприсем вут-çулăмпа кĕрешессишĕн тата çынсен пурнăçне çăлассишĕн, виççĕмĕшсем - газ тата электричество, коммуналлă службăсем - чрезвычайлă лару-тăру тухас хăрушлăха сирсе ярассишĕн яваплă. Вĕренÿ кăтартăвĕсем тăрăх тĕплĕ тишкерÿ ирттернĕ, кашни службăн ĕçне хакланă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика