Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аш-пăш, сĕт туса илесси ÿснĕ

17 февраля 2010 г.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăрлач уйăхĕнче мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче 569 тонна аш (е пĕлтĕрхи çак тапхăрти шайăн 104 проценчĕ), 2184 тонна сĕт (103,7 процент) туса илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен çак вăхăт тĕлне выльăх-чĕрлĕх йышĕ 18228 пуç шутланать, çав шутран ĕнесем - 8524, сыснасем - 15331. Ăратлăха лайăхлатни, апат рационне пуянлатни ÿсĕм тума пулăшать. Иртнĕ уйăхра пĕчĕк, вăтам тата пысăк ял хуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 326 килограмм сĕт е пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 18,5 процент ытларах суса илнĕ. Малта пыраканни - Карл Маркс ячĕллĕ кооператив. Кунта кăрлач уйăхĕнче ĕне пуçне 489 килограмм сĕт суса илнĕ. Ĕç кăтартăвĕ «Янгорчино» (476 кг), «Мураты» (453 кг) кооперативсенче, «Агрохмель» агрофирмăра (431 кг), Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче (355 кг) лайăх.

Аш-пăш туса илессипе аш-какай комбинатĕнче, Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Луч», «Хорнзор» кооперативсенче ăнăçлă тимленĕ. Пĕтĕмĕшле тишкерсен, ял хуçалăх организацийĕсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕç кăтартăвĕсем ÿстерни яр уççăн курăнать.

Сĕт кăçалхи январьте, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, - 11,3 :, аш-пăш - 13 : ытларах туса илнĕ.

Мăйракаллă шултра выльăх йышне Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Мураты» кооперативсенче, «Агрохмель» агрофирмăра, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, сыснасен хисепне «Луч», «МТС», «Хлебороб» предприятисенче ÿстернĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе çителĕксĕр ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсен те çук мар. Вĕсем - «Правда», «Родина», «Гвардеец» хуçалăхсем.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика