Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек ăнсăртран тухмасть («01» служба асăрхаттарать)

03 февраля 2010 г.

Çулталăк пуçланнăранпа уйăх кăна иртрĕ, çак вăхăтра районта темиçе хутчен пушар тухрĕ. Вĕсен сăлтавĕсем яланхиллех электрооборудование вырнаçтарнă тата усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни, çулăмпа асăрханусăр пулни тесе палăртнă.
Хĕл кăçал сивĕсемпе тăтăшах хăратнăран çынсем хваттерсене, çуртсене электрорадиаторсемпе ăшăтаççĕ. Çавăнпа та аса илтеретпĕр: заводра кăларнă радиаторсемпе кăна усă курма юрать. Килте ăсталанă ăшă приборĕсем вара питĕ хăрушă. Пушар юсавсăр электропроводкăран е электросете тĕрĕс усă курман пирки те алхасма пултарать. Электросетьрен пушар тухнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - кĕске замыкани: пралуксем хăвăрт хĕрсе каяççĕ, металл шăнăрсем ирĕлеççĕ, çав вăхăтрах хĕлхемсем тата вĕри тухать. Енчен те кĕске замыкани вăхăтĕнче çывăхра çунакан материалсем тата конструкцисем пулсан, вĕсем хăвăрт хыпса илеççĕ. Çавăнпа пралуксен изоляцине тĕрĕслесех тăмалла, вĕсене пăтасемпе çирĕплетме юрамасть. Вĕсене япăх сыпăнтарнă вырăнсенче те çулăм тухма пултарать. Кун пек чухне инкек сăлтавĕ - пралуксене тĕрĕс мар сыпăнтарни, япăх çирĕплетни, çыхăнтару вырăнĕсен çийĕсем йÿçекленни. Япăх çыхăну розеткăна хĕртсе ярать, çавна май çывăхри япаласем, стена хыпса илме пултараççĕ. Инкексенчен асăрханас тĕллевпе çуртра, хваттерте пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика