Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тасатнă

11 февраля 2004 г.

Инçет Хĕвелтухăç е Хĕвеланăç Европа мар пулин те пирĕн тăрăхра та çутçанталăк хушăран хушă хăйĕн пăра кăмăлне кăтартать. Иртнĕ вырсарникун, акă, кунĕпех тата каçхине юр çурĕ, çил-тăман вĕçтерчĕ, çулсене тĕллĕн-тĕллĕн чĕркуççи таранах тултарса лартрĕ. Транспорта, çынсене чăрмавсăр çÿреме май туса парас тесе çулсене йĕркеллĕ тытса тăрассишĕн яваплă организацисем тунтикун ирхине виçĕ-тăватă сехетрех ĕçе тытăннă. «Тепловодоканал» муниципаллă учреждени Вăрнарти Советски, Комсомольски, Ленин, Чернышевский тата ытти урамсемпе тăкăрлаксенчи çулсене ĕç кунĕ пуçланнă тĕле юртан тасатса пĕтернĕ. Вăрнарти ДРСУ тата «Вурнарыдорстрой» организацисем те поселокри хăшне çирĕплетсе панă çулсене юртан вăхăтра тасатнă. Кунсăр пуçне «Вурнарыдорстрой» районти вырăнти пĕлтерĕшлĕ, «Вăрнарти ДРСУ» республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче ĕçленĕ. Тасатманни Кĕçĕн Кипеке пăрăнса кĕнĕ çĕртен Мăн Явăша çитекен çул юлнă. Ытларикун районти мĕнпур çулсене йĕркене кĕртсе çитернĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика