Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂШАРНИ ÇЫВХАРАТЬ

16 января 2010 г.

Православи тĕнне ĕненекенсем пысăк уява паллă тума хатĕрленеççĕ. Ытларикун, январĕн 19-мĕшĕнче, - Кăшарни е Турă пăр çине анни. Çак уява вырăсла Крещение теççĕ. Çав кун Иисус Христос Иордан шывĕнче тĕне кĕнипе çыхăннă. Виçĕ кун хушши çăлри, пĕвери, юханшыври шыв çветтуй шутланать. Кăшарнинче чиркÿсенче иртекен кĕлĕсене халăх уйрăмах йышлă хутшăнать, çветтить тунă шыва илсе юлма тăрăшать. Турă пилне илес, чир-чĕртен сывалас ĕмĕт-тĕллевпе хăш-пĕрисем вак касса юханшывра е пĕвере шыва кĕреççĕ.
Кăшарнинче ваксенче шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе мерăсем йышăнас тĕллевпе район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин йышăну тунă, 11 çынтан оргкомитет йĕркеленĕ тата организациллĕ-массăллă ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Оргкомитет председателĕ - район пуçлăхĕн заместителĕ Николай Петров. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Вăрнар хула тата ялсен поселенийĕсен пуçлăхĕсене Кăшарнинче ваксенче шыва кĕнĕ вăхăтра хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика