Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăсем çывăрмаççĕ (Шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтереççĕ)

16 января 2010 г.

Уяв кунĕсенче яланхи пекех çемьери преступленисем, вăрçă-харкашусем ытларах çырăнаççĕ. Ют пурлăха вăрланă-çаратнă тĕслĕхсем те сахал мар.
Вăрнарта, акă, январĕн 9-мĕшĕ умĕнхи каçхине автозаправка станцийĕн çурчĕ умĕнчи суту-илÿ вырăнне çаратнă. Вăрă металл троса татса кунтан тĕрлĕ маркăллă сакăр авторезина йăкăртса кайнă.
Çак каç татах тепĕр киревсĕр ĕç пулса иртнĕ. Хальхинче вăрă поселокри Иванов урамĕнче ларакан машинăна тустарнă. Ырă çынсем тутлă ыйхăсем курса çывăрнă вăхăтра, усал шухăш тытнă вăрă машинăн умри алăкĕн кантăкне çĕмĕрнĕ, салонтан СD-дисксем, барсетка тата ытти япаласене кăларса илнĕ. Ют çĕршывра кăларнă автомашинăран çухалнă япаласен хуçи çак каç 11200 тенкĕлĕх тăкак курнă. Йĕрке хуралçисем çакнашкал сĕмсĕррĕн пуçтахланнă вăрра палăртассипе тимлеççĕ.
Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, январĕн 2-мĕшĕнче ирхине 7 сехет те 30 минут тĕлĕнче Калинино-Шупашкар автоçул çинче авари пулса иртнĕ. Шупашкар çынни, 47-ри К., хăйĕн ВАЗ-21140 машинипе пыраканскер, Пуканкасси çывăхĕнче руле тытса чарайман, «CHEVROLET LAGETTI»-пе çапăннă. Ку хăрушă «тĕлпулу» К.-шăн япăх вĕçленнĕ: тĕрлĕ сурансемпе ăна больницăна ăсатнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика