Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каялла тĕрмене ăсатнă (Район прокуратуринчен пĕлтереççĕ)

13 января 2010 г.

Вăрнар район сучĕн кăçалхи ноябрĕн 11-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, условнăй майпа айăплав срокне тултаракан Т. тĕлĕшпе айăплав тĕсне улăштарнă.
1999 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче ăна Вăрнар район сучĕ РФ Уголовлă кодексĕн 117-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «г» пунктĕнче, 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕнче, 69-мĕш статйин 3-мĕш пайĕнче палăртнă преступленисемшĕн 11 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, çирĕп режимлă колоние ăсатнă пулнă.
2008 çулхи августăн 22-мĕшĕнче ăна вăхăт çитиччен маларах тĕрмерен кăларнă, анчах ирĕке чакарнă: ятарлă патшалăх органне пĕлтермесĕр пурăнакан вырăна улăштарма тата урăх çĕре тухса çÿреме юрамасть, шалти ĕçсен органне регистрацие килсе çÿремелле.
Анчах Т. колонирен тухсан та саккунпа килĕштерсе пурăнас темен. Ăна обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн икĕ хутчен административлă явап тыттарнă, 200 тата 400 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. Вăл пурăнакан ял поселенийĕнче те  ăна вăтам хакланă.
1999 çулхи суд йышăнăвĕ тăрăх палăртнă срокăн тултарса пĕтермен тапхăрĕнче обществăлла йĕркелĕхе пăснă пирки, хăйне тĕрĕс тытманран Вăрнар район сучĕ условнăй айăплава улăштарнă - Т.-на каялла 2 çул та 1 уйăхлăха колоние юсанма ăсатнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика