Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăшал тытакансене çирĕп тĕрĕслетпĕр

23 декабря 2009 г.

Раççей Федерацийĕн 18 çул тултарнă гражданинĕсен хÿтĕлев тĕллевлĕ, спорт тата сунар, сигнал, сивĕ хĕç-пăшала туянма тата килте тытма ирĕк пур. Анчах вĕсене лавккара çăмăллăн туянма май пур тесе шутлакан йăнăшать. Саккунсăр майпа хĕç-пăшал тытни, унпа усă курни пыăсăк хăрушлăх кăларнине шута илсе, çакна  федераллă саккун çирĕп йĕркелет.  Районта, акă, килте пăшал тытассипе çыхăннă пĕтĕм ыйтусене шалти ĕçсен пайĕнче татса параççĕ.
Пăшал туянма лицензи тата ăна упрама ирĕк илесси ансат мар. Çынсене психика тĕлĕшĕнчен пуренлĕн тĕрĕсленипе пĕрлех, пăшала упрама пĕтĕм условисем пуррине(вăл çăрапа питĕрĕнекен сейфсенче е металл ещĕксенче, çирĕп, тÿсĕмлĕ материалтан тунă е тимĕрпе витнĕ йывăç ещĕксенче выртмалла) тĕплĕн тишкереççĕ. Каярахпа та, ирĕк илнĕ хыççăн, шалти ĕçсен органĕн хĕç-пăшал мĕнле условисенче упраннине хăть хăш вăхăтра тĕрĕслеме право пур.
Паянхи кун акă шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнче 700 сунар пăшалĕ, 66 газ пăшалĕ, травматикăллă 28 тата нарезкăллă 21 пăшал шутра тăрать. Кăçал кăна, сăмахран, лицензи е ирĕк илме ыйтса çырнă 145 çыннăн заявленине пăхса тухнă. Инкек-синкек ан тухтăр, хĕç-пăшал ют çынсен аллине ан лектĕр тесе вĕсем яланах йĕрке хуралçисен уйрăм тимлĕхĕнче. Кăçалхи 11 уйăхра 744 пăшал хуçине вырăна тухса тĕрĕсленĕ. Тупăннă тĕрлĕ çитменлĕхсем тăрăх 78 пăшала хуçисенчен туртса илнĕ.
Шел те, çак тапхăрта районта пăшалпа çыхăннă икĕ преступлени пулса иртнĕ. Вăрнарта пурăнакан арçын февраль уйăхĕнче пĕр хĕрарăма персе вĕлернĕ, ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă.Тепĕр киревсĕр ĕç нумаях пулмасть, ноябрь уйăхĕнче,  регистрациленнĕ. Усал шухăш тытнă çын Чăрăш Ишекре пĕр çурта çăра çĕмĕрсе кĕнĕ те сейфран сунар пăшалне вăрласа тухнă. Çакă хăрушă инкек кăларма пултарнине яруççăн ăнланса, милици сотрудникĕсем  тÿрех оперативлă шырав ĕçĕсене пуçăннă. Çак преступление тунă çынна кĕске вăхăтрах тытса чарнă, следстви ĕçĕсем пыраççĕ.
 
Асăрхаттаратпăр: саккунсăр майпа хĕç-пăшал, çар хатĕрĕсем, сирпĕтмелли япаласемпе хатĕрсем илсе çÿренĕшĕн, упранăшăн, туяннăшăн, сутнăшăн уголовлă явап тыттарма - виçĕ çул таран  ирĕкрен хăтарма(РФ Уголовлă кодексĕн 222-мĕш статйи) - пăхнă. Çавăн пекех пăшала кирлĕ пек упраманшăн, ытти çынсене унпа усă курса инкек кăларма май туншăн та (РФ Уголовлă кодексĕн 224-мĕш статйи)  пĕр çуллăха ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Саккунпа туслă пурăнас, пăтăрмахлă  лару-тăрăва лекес мар тесен, саккунсăр майпа упранакан пăшала, çар хатĕрĕсене, сирпĕтмелли япаласемпе хатĕрсене хăвăр ирĕкпе милицие килсе памалла. Ун пек чухне уголовлă явапран хăтараççĕ   (енчен те урăх преступлени туман пулсан).
Саккунсăр майпа упранакан пăшалсене, çар хатĕрĕсене, сирпĕтмелли япаласемпе хатĕрсене шалти ĕçсен районти пайне килсе памалла, милицин участокри уполномоченнăйне  пĕлтермелле е 02 телефонпа шăнкăравламалла.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика