Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇПЕ МУХТАВА ТУХНĂ

12 декабря 2009 г.

Уравăш ялĕнче пурăнакан Василий Митрофанович Федорова, ăста механизатора, таврари ялсенче пĕлмен çын çук та пулĕ, уйрăмах аслă ăру хушшинче.
Василий Митрофанович 1931 çулта раштавăн 23-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
 Унăн ашшĕ, Митрофан Федоров, колхоз активисчĕсенчен пĕри пулнă. 1938 çулта репрессине лекесрен вăл çемйипех Çурçĕр Казахстана тухса кайнă. Кустанай облаçĕнчи Мендыгарински районĕн Корамай ялĕнче утарçă пулса ĕçленĕ. Каялла 1943 çулта таврăннă. Василий Митрофанович каласа панă тăрăх, вĕсем Казахстанран киле çуран килнĕ. Пур-çук япалисене урапа çине тиенĕ, ĕнине кÿлнĕ. Амăшĕ, Екатерина Ивановна, вăрăм çулта ĕнине суса ачисене çитернĕ. Кама шывĕ урлă каçнă чухне ĕнине сутма тивнĕ. Амăшĕн шÿлкеми çинчи кĕмĕл тенкĕсем пулăшнă киле çитме. Чистопольтен Вăрнара çити вăйран кайнă чăвашсем пуйăспа вут вакунĕнче ларса килнĕ.
Василий вăл вăхăтра вуниккĕре кăна пулнă, яла таврăнсан ыттисемпе пĕрле колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Суха тунă, акнă, çĕр улми лартнă, утă-улăм турттарнă, патшалăх валли хĕлĕ-хĕлĕпе вутă хатĕрленĕ.
1954 - 1955 çулсенче В.М.Федоров Канашри ял хуçалăхне механизацилемелли училищĕре комбайнер-механизатора вĕренсе тухнă, Вăрнарти МТС-ра ĕçлеме тытăннă. Таврари чылай колхозсенче вырма ĕçĕсене пурнăçланă.
1958 çулта МТС-сене реорганизацилесен Василий Федоров Киров ячĕллĕ (каярахпа - «Мир») колхоза куçнă. Çуллапа кĕркунне - комбайн çинче, ытти вăхăтра тракторпа ĕçленĕ. Кÿршĕллĕ Йĕпреç, Красноармейски районĕсене, Байкал тата Красноярск тăрăхĕсене шефла пулăшупа çитнĕ.
Василий Митрофановичăн архивĕнче «Победитель соцсоревнования» (1973, 1974, 1975 ç.ç.) паллăсем, «Ветеран труда» медаль, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă юбилей медалĕ тата ытти наградăсем упранаççĕ. Ĕç кĕнекинче тав сăмахĕсемпе тĕрлĕ парнепе чысланă сăмахсем паллă вырăн йышăнаççĕ.
1955 çулта Василий Митрофанович кÿршĕ урам хĕрĕпе Александра Георгиевна Юркинапа çемье çавăрнă. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Ÿссе пынă май ачисем ашшĕпе комбайн çинче, амăшĕпе пахча çимĕç уйĕнче чылай вăй хунă. Пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕннĕ.
Аслă ывăлĕ, Виталий, Канашри автоагрегат заводĕнче фрезеровщикра тимлет. Ăста  алăллăскер, вăл темле кăткăс деталь те хатĕрлеме пултарать. Ун пулăшăвне «Мир», «Хорнзор», «Санары» хуçалăхсенчи техникăсем «туйсах тăраççĕ».
Валентина Канаш хулинче СУ-6 предприятире инженер пулса ĕçлет. Вăл та ĕçтешĕсем хушшинче пысăк хисепре. Альбина Ульяновск облаçĕнчи ял поселенийĕн администрацинче бухгалтерта 18 çул вăй хурать. Надежда Харьков хулинче ачасен пултарулăх çуртĕнче методистра ĕçленĕ. Йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Владислав Вăрнар больницинче васкавлă пулăшу уйрăмĕнче фельдшерта тимлет. Унăн ĕçĕпе те çынсем яланах кăмăллă.
Халĕ Василий Митрофановичпа Александра Георгиевнан тăхăр мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук. Ахаль лартмаççĕ ватăсене. Вĕсем халĕ кĕçĕн мăнукне, виçĕ çулти Алинăна, чунтан юратса пăхаççĕ. Кăмăлĕ лайăх вĕсен, çавăнпа та  кил-çурчĕ нихăçан та пушă тăмасть.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика