Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ĕçтешĕсенчен юлмаççĕ

12 декабря 2009 г.

Район аграрийĕсем вунпĕр уйăхра 2107 тонна аш, 8263,5 тонна сĕт (иртнĕ çулхи шайăн 111,4 проценчĕ) туса илнĕ. Паллах, ял хуçалăх предприятийĕсене ÿсĕм тума выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцире тăрăшакансем те пулăшаççĕ. Ветеринарсем фермăсенче санитари правилисене пăхăнассине ÿстерес, выльăх-чĕрлĕхе чир ан ертĕр тесе профилактика мероприятийĕсем, биологипе хими тĕпчевĕсем туса ирттерес тĕлĕшпе курăмлă тимлеççĕ. Çамрăк специалистсем те аслă ĕçтешĕсенчен юлмаççĕ. «Вячеслав Бурментьев, Луиза Куликова, Марина Васильева, Ольга Егорова ĕçре пултаруллă», - каласа пачĕ ветеринари лабораторийĕн заведующийĕ Елена Моисеевна Анисимова.
Вячеслав Бурментьев врач-бактериолог, сăмахран, ветеринари лабораторийĕнче иккĕмĕш çул вăй хурать. Вăл Атăл тăрăхĕнчи федераллă округри чи паллă аслă шкулсенчен пĕринчен - Мордва Республикинчи Н.П.Огарев ячĕллĕ патшалăх университетĕнчен - вĕренсе тухнă. Вячеслав Геннадьевич хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлани яр уççăнах курăнать. Ахальтен мар ăна ĕне сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен кăçалхи конкурсĕсенче жюри членĕ пулма шаннă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика