Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра хатĕрленмен

28 ноября 2009 г.

Кĕркунне хутса ăшăтмалли тапхăр çитрĕ кăна, кăткăс ыйтусем те сиксе тухрĕç. Саккуна пăснă тĕслĕхсем те пур.
Акă, «Инновациллĕ технологисем» Шупашкарти наукăпа производство центрĕ тулли мар яваплă обществăн филиалĕ Вăрнарти тата Кульцаври нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем патне ăшă энергине çитерессишĕн тата ăшă сечĕсемпе котельнăйсене ĕçлеттерессишĕн яваплă. Район прокуратури ку организаци хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи апрелĕн 22-мĕшĕнчи «2009-2010 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçне çирĕп тивĕçтересси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, ăшă тата электричество энергине парса тăракан, усă куракан организацисен (вĕсен харпăрлăх тĕсĕсене пăхмасăрах) пурăнмалли çурт-йĕр фондне кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта ĕçлеме кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитермелле пулнă.
«Инновациллĕ технологисем» общество хатĕрленÿ ĕçĕсене палăртнă вăхăтра вĕçлеймен. Сăмахран, Вăрнарти Ленин урамĕнчи кивелсе юрăхсăра тухнă ăшă сечĕсене улăштарса пĕтереймен.
Ку çитменлĕхе шута илсе Вăрнар район прокуратури предприяти директорĕ ячĕпе представлени тăратнă, саккуна пăснă çак тĕслĕхе пĕтерме хушнă.
Представление пăхса тухнă хыççăн обществăн тĕп инженерне дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Ăшă сечĕсен кивелнĕ пайне (56 метр) хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен улăштарнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика