Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуррине упрама çăмăлрах

28 января 2004 г.

Çын лартнине касиччен малтан ху йывăç ларт. Авалхи ватăсен çак ылтăн каларăшне ахальтен аса илмерĕм, паллах. Темшĕн-çке эпир пуррине упрама пĕлместпĕр, сыхласа хăварма тăрăшмастпăр. Çĕннине тăвассинчен çакă чылай çăмăлрах-çке. Сăмахăм Вăрманкасри культура çурчĕн шăпи пирки-ха.

Ку ял администраци территорийĕнче Çамрăксен тата сывă пурнăç çулталăкĕн йĕркипе иртнĕ отчетлă пухура иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе пĕрлех çак паянхи куншăн питех те çивĕч ыйтăва пĕрре кăна  çĕклемерĕç.

Икĕ хутлă капмар çуртăн çивитти айĕнче почта уйрăмĕ, библиотека, клуб вырнаçнă. Анчах ăна темиçе çул ĕнтĕ хутса ăшăтмаççĕ. Культура çуртне кĕрсенех шалти сивĕ сывлăш чуна “пăрлантарать”, стенасем пасарса ларнă. Иккĕмĕш хутри маччари сарăхнă вырăнсем шыв аннине самаях нушаланнине çирĕплетеççĕ. Юрать-ха, çурт тăррине улăштарнă, унсăрăн вăл пушшех юхăннă пулĕччĕ.

Çапах та вăрманкассем “сивĕ тесе” культура вучахне сÿнме паманни питĕ савăнтарать. Надежда Николаевна Михайлова художество пултаруллăх ертÿçи каланă тăрăх, уяв кунĕсем тĕлне тĕрлĕ мероприятисем, конкурс-вăйăсем иртеççĕ-ха. Ташă каçĕсене те çамрăксем чылайăн пухăнаççĕ. “Мероприятисем ирттермелле пулсан никама та тархаслама кирлĕ мар, хаваспах хутшăнаççĕ”, - тет Надежда Михайловна.

Культура ĕçченĕсем пурпĕр малалла талпăнаççĕ. Акă, библиотекăна кĕрсенех пÿлĕме епле илемлетсе йĕркелени куç умне ÿкет. Любовь Семеновна Чудакова библиотекарь ăшшăн кĕтсе илнипе пĕр вăхăт сивĕ çинчен те манатăн. 1980-мĕш çултанпа тăрăшать кунта вăл. Ял историне çитĕнекен ăру валли упраса хăварассине сахал мар тимлени тÿрех сисĕнет. “Тăван ялăмăр” фотостендра тĕрлĕ çулсенчи сăнÿкерчĕксем вырăн тупнă. Вăрманкас ялĕ çинчен хаçатсенче пичетленсе тухнă статьясен пуххи те тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене кăсăкланса вулама, иртнипе хальхине танлаштарма паха. Чăваш ене, Вăрнар тăрăхне халалланă кĕтес те материалсемпе, сăнÿкерчĕксемпе пуян.

Халăх писательне, ентешне Анатолий Емельянова асăнса йĕркеленĕ курав пысăк вырăн йышăнать. Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, пултарулăхне туллин çутатакан литературăпа, ун çинчен çырнисемпе, авторăн произведенийĕсемпе паллашма пулать.

Аваллăха сăнлакан кĕтесре ĕлĕкхи саманара кил-тĕрĕшре усă курнă савăт-сапа, пир-авăр япалисем, чăвашсен тумĕсем: шупăр, сăхман, халат, тĕрлĕ пиртен çĕлетнĕ кĕписем, йăпăркка тутрисем типтерлĕн упранаççĕ.

Музей тенĕрен ăна Мăнъял Хапăсри клубра та, Вăрманкасри шкулта та йĕркелеме тытăннă. Пухăва пуçтарăннисем виççĕшне пĕрлештерсе пĕр пуян музей тума йышăннине ырламалла, паллах. Ку енĕпе комисси те суйларĕç, ăна Вăрманкасри культура çуртĕнче йĕркелесе яма йышăнчĕç.

Вăрманкас тăрăхĕнче пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕрупраç сахал мар. Акă, пуху хыççăн шкулта вĕренекен хĕрсем юрлани-ташланине пăхма питĕ кăмăллă пулчĕ. Кунашкал талантсене малалла аталантарас ĕçре культура çурчĕ пысăк вырăн йышăнать те, анчах клубри сивве аса илсен чун çÿçенсе каять.

Спорт енчен те вăйлă аталаннă ачасем. Уроксем хыççăн тĕрлĕ кружоксене ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ, теннисла, футболла выляççĕ, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Шашка-шахматла мĕнлерех ăнкартаççĕ тата; Район администрацийĕнче ĕçлекенсемпе шашка енĕпе йĕркеленĕ ăмăртура хăнасене “шĕкĕлчерĕç” кăна вĕсем.

Шкулта спортзал çук тесен куç умне каллех пысăк культура çурчĕ тухса тăчĕ. Унта спортзал йĕркелеме майсем çителĕклех. Пухура кун пирки те калаçрĕç. Паллах ял администрацийĕ, музей, почта, спортзал, библиотека пĕр çивитти айĕнче пулсан аван мар-и-ха;

Вăрманкаса çутçанталăк газĕ те çитнĕ. Шкула “кăвак çулăмпа” хутса ăшăтнăран мероприятисене унта ытларах ирттереççĕ иккен. Тен, вырăнти, район ертÿçисем хытăрах тăрăшсан ялти культура çуртне те ăшăтмалла тăвĕç; Пур япалана ишĕлме, юхăнма париччен ял çыннисем, çамрăксем клубра савăннинчен лайăхраххи çук ĕнтĕ...

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика