Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллă сутăçă

21 января 2004 г.

Манăн юратнă Çарăклă ялĕ пысăках мар. Вăл илемлĕ вырăнта, вăрман варринче, вырнаçнă. Ялта пурăнакансен йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерме шкул, библиотека, клуб, магазин ĕçлеççĕ.

Манăн магазинта ĕçлекен Нина Михайловна Курбатова çинчен каласа кăтартас килет. Вăл çав тери ырă кăмăллă сутăç. Лавккана килекенсемпе яланах çепĕççĕн калаçать, тĕрлĕ таварсене туянма сĕнет. Тăрăшуллă та ĕçчен çын вăл. Сентресем те нихăçан пушă тăмаççĕ, тавар туянаканĕсем те татăлмаççĕ. Пуринпе те тарават Нина Михайловна: ваттипе ватăлла, ачасемпе ачалла калаçать. Ырă кăмăлĕшĕнех хисеплеççĕ ĕнте ăна ялта.

Нина Курбатова Çарăклă ялĕнчех çуралса ÿснĕ. Тăван ялти шкултан вĕренсе тухсан сутăç профессине алла илнĕ. Малтанах вăл чылай çул кĕнеке магазинĕнче вăй хунă, унтан тăван ялта ĕçлеме тытăннă. Вуннăмĕш çул тимлет вăл кунта.

Нина аппа икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Асли, Миша, шкул пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче шофера вĕренсе тухнă, унтах ĕçлеме юлнă. Кĕçĕнни, Толя, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренет.

Нина Михайловнан ачисем хăйĕн пекех матур. Ялта вĕсене пурте хисеплеççĕ, кăмăллаççĕ, юратаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика