Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн

12 августа 2009 г.

Ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентесси паян çивĕч тăрать. Статистика та нумай чухне çул çинчи инкексем шăпах кĕçĕннисем хутшăннипе пулнине çирĕплетет.

Раççей çулĕсем çинче çулсерен пиншер ача вилет, унран темиçе хут ытларах - аманать. Çакă чи малтанах çул-йĕр правилисене пĕлменнипе, аслисен тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă. Кĕçĕннисем нумай чухне хăйсене тыткалама пĕлмеççĕ. Çывхарса килекен автомашинăн хăвăртлăхне ăнкармаççĕ, хăйсем унран хăвăртрах чупатпăр тесе шутлаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем ăнсăртран çул çине сиксе тухма пултараççĕ. Вĕсен шучĕпе автомобильсем çÿрекен вырăнта велосипедпа ярăнса çÿреме те, выляма та юрать. Анчах, шел те, кăткăс лару-тăрура ачасем хăвăрт çухалса каяççĕ, тĕрĕс утăмсем тăваймаççĕ. Инкексене асăрхаттармалли чи лайăх мел - кĕçĕннисене пĕчĕкренех çул-йĕр правилисемпе паллаштарасси.

Поселокри 3-мĕш «Ромашка» ача садĕнче çак ĕçе çÿллĕ шайра лартнă, тĕллевлĕ задачăсене пурнăçласа пыраççĕ. Тĕрлĕ вĕрентÿллĕ кĕнекесемпе усă курнисĕр пуçне автоинспекци ĕçченĕсемпе тĕл пулусем, калаçусеем йĕркелетпĕр. Транспортсен çÿревне сăнани, тĕллевлĕ экскурсисем ачасене уйрăмах тимлĕхе лайăх хăнăхтараççĕ. Аталантаракан тĕрлĕ вăйăсем те, ача садĕнче йĕркелекен уявсем те ку ĕçре аван пулăшаççĕ.

Паллах, ашшĕ-амăшĕсене та асăрхаттарас килет: ачасем умĕнче çул-йĕр правилисене нихăçан та ан пăсăр! Сирĕн хыççăн вĕсенче те çак йăла çирĕпленĕ. Пĕчĕкрен çул çинче хăйсене тивĕçлĕ тытма хăнăхтарăр, ачăрсене куç пек упрăр! Астăвăр, пĕрлехи вăйпа кăна эпир инкексене асрăхаттарма пултарăпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика