08 августа 2009 г.
Кÿстÿмĕрти шкул, Калининăри шкул-интернат, юлашки çулсенче Вăрнарта пĕрин хыççăн тепри çĕкленнĕ нумай хваттерлĕ çуртсем - пурте капăр та пысăк пахалăхлăскерсем район, поселок сăнне илем кÿреççĕ. Республика комиссийĕсем те вĕсене лайăх хакласа йышăннă. Çапах та чи пĕлтерĕшли - вĕсем хута кайнă май çĕршер çемье тинех хăйсен кĕтесĕллĕ пулни, ачасем хăтлă та çутă пÿлĕмсенче пĕлÿ пухни. Ку ырлăхшăн пирĕн çĕр çинчи чи мирлĕ професси çыннисене - строительсене - тав тумалла. Уйрăммăн илсессĕн, районти çÿлерех асăннă çуртсене хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци ĕçченĕсем хăйсен аллисемпе хăпартнă. Тĕрĕссипе, ку организаци тахçантанпах хăйне лайăх кăтартнăран, ăна чи анлă строительство объекчĕсенчи ĕçсене шанаççĕ, çав шутра - патшалăхпа республика укçи-тенкипе пурнăçланакан социаллă пĕлтерĕшлисенче те, пурăнмалли çурт-йĕр енĕпе те. Шанăçа яланах тÿрре кăлараççĕ вĕсем: вăхăтра вĕçлемен е пахалăхĕпе тивĕçтермен çуртсем çук.
Профессиллĕ уяв - Строитель кунĕ - умĕн кăна-ха, акă, «Вурнарская» организаци çĕкленĕ тепĕр капăр çурт хута кайрĕ. Ăна, Мăшăрлану керменне, поселок администрацине, аш-какай комбиначĕн лавккине пĕрлештерекенскере, уçма августăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыраканĕ - финанс министрĕ Николай Смирнов хутшăнчĕ, строительсен ĕçĕпе кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ çурт, «Арбатра» вырнаçнăскер, поселокри тепĕр паллă вырăн пулса тăчĕ. Малашне пĕр çемьене тĕвĕленекен çамрăксем хăйсен чи пĕрремĕш документне савăнăçлă лару-тăрура чи илемлĕ керменте алла илĕç.
Общество пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсене пĕтĕмпех хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» общество пурнăçланă, шалта хăтлăх кĕртессипе те, тĕпрен илсен, хăйсемех тăрăшнă. Аш-какай комбиначĕ кăна лавккана шалтан илемлетме урăх организацие явăçтарнă.
Организаци коллективĕн тепĕр пысăк тĕллевĕ - çак уйăхрах Комсомольски урамĕнче хăпартакан 40 хваттерлĕ пурăнмалли çурта хута ярасси. Ку объектра халĕ строительствăн юлашки тапхăрĕ пырать: шалти ĕçсем те, пÿлĕмсене «кăвак çулăм» çитерессипе çыхăннисем те вăхăтра вĕçленчĕç, çутçанталăк газĕпе ăшăтакан кăмакасене паян-ыран вырнаçтараççĕ. «Сантехмонтаж» тулли мар яваплă обществă ăшă, шывпа канализаци системисене хывассипе тимленĕ, вĕсем пĕтĕмпех хатĕр ĕнтĕ. Социаллă программăсемпе те, пая кĕнисем те укçана вăхăтра куçарса пынăран объектри ĕçсем пачах та тытăнса тăман, ăна планпа пăхнинчен маларах та хута яма май пур. Программăсем тенĕрен, 40 хваттертен 13-шĕн уççисем унччен кивĕ çурт-йĕрте пурăннă çемьесене тивĕçĕç.
Строительство организацине чылай çул ертсе пыракан Иван Александрович Сандомиров пĕлтернĕ тăрăх, тавраллах кризис «çимĕçĕсем» палăраççĕ пулин те, коллективăн умри плансем пысăк, строительсем малашлăха пăхаççĕ. Кăçал вĕсем поселокра тепĕр нумай хваттерлĕ çурт никĕсне хывса хăварасшăн. Çакна валли Вăрнарта çĕр тупасси анчах кăткăс ыйту. Вăл татăлсан, çĕр лаптăкне кура, çурт миçе хутлă тата хваттерлĕ пуласси уçăмлă курăнĕ. Кунсăр пуçне юсав ĕçĕсене пурнăçлама заявкăсем пур, вĕсене те вăхăта тăсмасăр пурнăçламалла.
Тĕнчере пуçтахланакан кризис палăрăмĕсем, паллах, строительствăра та самаях чăрмав кÿреççĕ. Çынсен тупăшĕ чакнăран, банксенче кредит илме кăткăсланнăран тата проценчĕсем ÿснипе ăна татма йывăртан хваттер туянма хал çитерекенсем чакни пăшăрхантарнине пĕлтерчĕ Иван Александрович. Апла пулин те шанчăка çухатмасть вăл, çитес çулсенче лару-тăру çăмăлланасси, çĕнĕ те çĕнĕрен объектсем çĕклесси пирки иккĕленмест. Пĕтĕмпех хамăр тăрăшнинчен, тÿрĕ кăмăлпа вăй хунинчен килет, тет.
Пултаруллă ертÿçĕ ĕçри ÿсĕмсем, организацие пĕлтерĕшлĕ объектсене шанни коллективăн тÿпи пулнине палăртать. Кашниех ĕçе пĕлсе, пысăк ăсталăхпа вăй хунăшăн тав туса мухтать. Акă, Сергей Якушин ертсе пыракан каменщиксен бригади (Владимир Арсентьев, Алексей Сивкин тата ыттисем те) миçе çурт купаласа хăпартман пулĕ, çĕршер çемьене хăтлă хваттерсенче пурăнма тата ачи-пăчисене ÿстерме май панă.
Объектсенчи шалти ĕçсемшĕн яваплă ушкăн ертÿçи - Лидия Захарова. Стенасен штукатурка туса пĕр кăлтăксăр якатнине вăл çирĕп асăрхаса тăрать. Унпа пĕрле тимлекен Светлана Иванова, Роза Большакова уйрăмах тăрăшулăхпа палăраççĕ.
Плотниксен бригади те коллективра лайăх шутра. Виталий Степанов бригадир, Юрий Васильев, Геннадий Фадеев, Сергей Никишов - пурин те аллисем ылтăн, вĕсем ăсталама пĕлмен япала та çук. Владимир Григорьев экскаваторщик, Александр Красновпа Виталий Петров крановщиксем, Виталий Лавровпа Аркадий Фадеев водительсем, Сергей Капралов тракторист, производствăпа экономика пайĕн пуçлăхĕ Елена Игнатьева тата Зоя Петрова тĕп бухгалтер та ырă ята кăна тивĕçлĕ.
Александр Канькинпа Сергей Никифоров мастерсем пирки те лайăххине кăна каларĕ И.Сандомиров. Хăть хăш объектра та ĕçсене тĕрĕс йĕркелеççĕ, строительствăра пĕрремĕш çул мар тимлекенскерсем пуян опыт пухнă, ăна организаци аталанăвне, ÿсĕмсене хываççĕ, терĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"