Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Комендант сехетне» çирĕплетнĕ

05 августа 2009 г.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пĕр саслă пулса, çула çитмен çамрăксем валли «комендант сехетне» çирĕплетнĕ. Депутатсем йышăннă çак саккун 18 çула çитмен ачасене хăш-пĕр уйрăм объектсенче тата каçхине ашшĕ-амăшсĕр обществăлла вырăнсенче  çÿреме чарать. Унăн  тĕп тĕллевĕ - ачасен сывлăхне тата пурнăçне сиен кÿрессине асăрхаттарасси.

Малашне талăкри хăть хăш вăхăтра та 18 çула çитменнисен ясарлăх паллиллĕ тавар сутакан вырăнсенче, эрех-сăра сутакан бар-ресторансене, рюмочнăйне кĕме юрамасть. Каçхи вăхăтра вара - 22 сехетпе 6 сехетчен - вĕсемшĕн обществăлла вырăнсенче ашшĕ-амăшĕсĕр çÿреме те çул хупă пулĕ. Ку вырăнсем шутне урамсене, стадионсене, парк-скверсене, обществăлла транспорта, интернет-салонсене, лавккасене тата клубсене кĕртнĕ. Çуллахи тапхăрта - июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен, çула çитменнисен 23 сехетчен уçăлса çÿреме ирĕк пур.

Ку саккун ыйтнине пăхăнманшăн, уйрăммăн илсессĕн, ашшĕ-амăшĕсене тата юридически сăпатсене административлă явап тыттарма пăхнă.

Депутатсем йышăннă саккуна Чăваш Республикин Президентне алă пусса çирĕплетме ярса панă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика