Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районтан - тăватă чемпион

08 июля 2009 г.

Иртнĕ шăматкун ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче иртнĕ турнир района каллех чемпионсем парнелерĕ. Раççей Федерацийĕн Верховнăй судăн судйин Вячеслав Яковлевăн тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕн - «Попутчик» тулли мар яваплă общество директорĕн Александр Петровăн парнисемшĕн иртнĕскере, пĕтĕмпе 156 кĕрешÿçĕ тухнă. Вĕсем Удмуртирен, Шупашкар тат Канаш хулисенчен, Вăрмар, Канаш, Патăрьел, Шупашкар, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç районĕсенчен килсе çитнĕ.

Хăнасем те сумлă, учредительсемсĕр пуçне - самбо енĕпе тĕнче чемпионĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ В.Белов, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Чăваш енри федерацийĕн вице-президенчĕ И.Григорьев, ЧР Спорт министерствин ачасемпе çамрăксен 5-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Ю.Ярусов, Вăрнар райпо  канашĕн председателĕ В.Федоров, «Единая Россия» партин регионти исполкомĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Воробьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн помощникĕ В.Семенов тата ыт.те.

 Турнира уçнă май тренерсене, спорт аталанăне сумлă тÿпе хывакан предприяти ертÿçисене Хисеп грамотисем тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть Атăлçи федерации округĕнче кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ Вăрнар хĕрĕсем вара - Ирина Львовапа Анжела Колпакова - Вячеслав Яковлевран кĕсье телефонĕсене йышăннă.

Харпăр хăй виçе категорийĕнче вăрнарсенчен çак çамрăксем чемпионсем пулса тăнă: Никита Львов, Ирина Львова, Евгений Колпаков, Роман Львов.

Владимир Павов, Дима Шерстенев, Татьяна Кондратьева - кĕмĕл, Алина Ежова тата Дима Яковлев - бронза призерсем.

Пирĕн кĕрешÿçĕсем Виталий Трофимов, Андрей Павлов, Юрий Львов, Сергей Васильев, Андрей Воробьев, Алексей Степанов тренерсем патĕнче ăсталăха туптаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика