Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Велосипедиста таптанă

04 июля 2009 г.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕнчен каллех хăрушă инкек çинчен пĕлтерчĕç. Вăл ытларикун пулса иртнĕ, «Калинино - Шупашкар» автоçул çинче Хăмăш ялĕ çывăхĕнче. Сăмах май, ку республика пĕлтерĕшлĕ çул пулнă май, пирĕн район территорийĕпе иртекен транспорт юхăмĕ пысăк. Иртнĕ çулсенче те çак вырăнтах пĕрре мар инкек-авари çырăннă, суранланнисем те нумай, çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те пур.

Хальхинче те унта Çĕнĕ Шупашкар çамрăкĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Ăна, çурçĕр тĕлнелле велосипедпа пынăскере, ВАЗ-21140 автомашина таптаса кайнă. Руле 24-ри çамрăк (Шупашкарта пурăнаканскер) тытса пынă. Машина ураписем айне пулнă каччăн (вăл та водительпе пĕр çулта) суранĕсем пурнăçшăн хăрушă пулнă, вăл больницăна çитериччен вилсе кайнă.

«Мăкăнь» операци тапхăрĕнче оперативлă шырав ĕçĕсене ирттернĕ май, милици сотрудникĕсем Вăрнарта июнĕн 23-мĕшĕнче вăтăрти арçынна тытса чарнă. Ахальтен мар - унăн автомашининче наркотиклă япала тупăннă. Йĕрке хуралçисем палăртнă тăрăх, вăл çак наркăмăша поселокри пĕр лавкка çывăхĕнче тепĕр çынна та сутнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика