Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн полиатлонистсем - республикăра пĕрремĕшсем

23 июня 2009 г.

Ку хутĕнче çĕнтерĕве район полиатлонисчĕсем эрне вĕçĕнче Çĕмĕрлере иртнĕ Чăваш ен первенствипе чемпионатĕнче туптарĕç. Унта районăн пĕрлештернĕ команди те, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди те пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Командăсем тивĕçнĕ çĕнтерÿре, паллах, - кашни спортсменăн çитĕнĕвĕпе ăнтăлăвĕ. 18-20 çулсенчи хĕрсен ушкăнĕнче акă Анна Григорьева ылтăн призер пулса тăнă, Инга Тиофеева - иккĕмĕш вырăнта. Ку ÿсĕмрех арçын ачасем хушшинче Сергей Политов та - çĕнтерÿçĕ, Мефодий Павлов - бронза призер.

16-17 çулхисен ушкăнĕнче Мария Поповапа Сергей Васильев та çĕнтерÿ пьедесталĕн пĕрремĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Командăна мала тухма çавăн пекех Игорь Логачев, Анатолий Шишкин тата Николай Григорьев сумлă тÿпе хывнă.

Аслисем хушшинче Галина Павловапа Александр Созонов харпăр хăй ÿсĕмĕнче пĕрремĕш, Сергей Политов виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Командăсене ăмăртăва вĕсемех хатĕрленĕ.

Халĕ полиатлонистсем Рыбинск тата Рязань хулисенче иртекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика