Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил хуçи чăрмантарнă

11 июня 2009 г.

         Вăрă-хурахсем ирсĕрленсех кайрĕç, нимрен хăрамасăр пуçтахланаççĕ. Хăйсен киревсĕр шухăшне пурнăçа кĕртес  тесе нимле чăрмав умĕнче те чарăнса тăмаççĕ. Ку чăрмав кил хуçи пулсан та...

Вăрнартах, акă, июнĕн 8-мĕшĕнче 19 сехет тĕлĕнче 78-ти Л. хуçалăхне вăрă кĕрсе кайнă. Ют пурлăха çаратас тĕллевпе килсе çитнĕ арçыншăн алăка питĕрменни ал майлă  кăна пулнă, çурта çăмăллăнах кĕме пулăшнă. Анчах çакскер хăй мĕн шутланине тăвайман - кил хуçи ăна асăрхаса чăрмантарнă. Л. вăрра тытса чарма хăтлансан лешĕ çĕçĕ ярса илнĕ, кил хуçин сулахай ал лаппине суранлатнă. Хăй ун хыççăн ют килтен тухса тарнă.

Пулни-иртни çинчен тата преступникăн паллисене кил хуçи милицие пĕлтернĕ хыççăн йĕрке хуралçисем шырав ĕçĕне васкавлăн пуçланă. 21 сехет иртсен шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ ку çынна  «Вăрнар - Кив Мĕлĕш» çул çинче тытса чарнă. Л.-н çуртне кĕрекен ют пурлăха йăкăртнăшăн темиçе хут та  судпа айăпланнă Х. пулни палăрнă.

Июнĕн 1-мĕшĕ умĕнхи каçхине те поселокри пĕр хуçалăхăн кил картине вăрă  ирĕклĕнех кĕрсе кайнă, 4100 тенкĕ тăракан «СТЕЛС» велосипеда «хăваласа» тарнă. Ку преступление тăвакана та - 52-ри арçынна - милици сотрудникĕсем çулса илнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика